Пятница, 3 февраля

Викторинăра палăрнă

Кăçал Раççейре футбол вăййин Тĕнче чемпионачĕ иртет. Вăл июнĕн 14-мĕшĕнчен июлĕн 15-мĕшĕччен Раççейри 12 стадионта е 11 хулара пулĕ.
Республикăри «Çĕнĕ çул каникулĕсем» сăнÿкерчĕксен викторинине шăпах спорт, футбол темисене халалларĕç. Викторинăна вĕренекенсем çеç мар, педагогсем те хутшăннă. Вĕрентекенсенчен вара Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче тăрăшакан Светлана Игонинăпа Владимир Гордеев хатĕрленĕ ĕç виççĕмĕш вырăн йышăннă.
П.РОДИОНОВ

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *