Пятница, 3 февраля

Ĕçченсем пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ

Мартăн 25-мĕшĕнче районти культура ĕçченĕсем професси уявне паллă турĕç. Çак кун Комсомольскинчи культурăпа кану центрне ĕçченсем çеç мар, куракансем те чылай пухăнчĕç. Вĕсене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ăшшăн саламларĕ. 

Ĕçре чи маттуррисене вара Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕç. Халăх театрĕн режиссерне Лариса Носовăна, Татьяна Волкова библиотекаре Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç. Комсомольски район администрацийĕн Хисеп грамотине Кивĕ Сĕнтĕр культура çурчĕн ĕçченĕ Галина Ванюркина, ача-пăча библиотекин заведующийĕ Елена Прокопьева, Дубовка культура çурчĕн ĕçченĕ Юлия Федорова тивĕçрĕç.
Ĕçченсене чысланипе пĕрлех, вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе те паллаштарма манмарĕç. Чи пултаруллисем «Созвездие талантов» конкурса хутшăнчĕç. Анюта Можаева /Çĕнĕ Кипеç/, Алевтина Трофимова /Кĕçĕн Каçал/, Альбина Любимова /Аслă Çĕрпÿел/, Надежда Гордеева /Хирти Выçли/, Любовь Павлова /Çĕнĕ Мăрат/, Елена Сорокина /Тăманлă Выçли/ ĕçре те, сцена çинче те маттур пулнине çирĕплетсе пачĕç. Кашниех культура сферинче ĕçлессине ахальтен суйласа илмен иккен. Вĕсем юрлаççĕ, ташлаççĕ, сцена çинче нихăçан та çухалса каймаççĕ. Хăйсем çеç мар, ыттисене те çак ĕçе çăмăллăнах явăçтараççĕ.
Культура отраслĕнче вăй хума вара чăннипех пысăк пултарулăхпа чун туртни, хастарлăх тата курăмлă ĕçлеме пĕлни кирлĕ иккен. Пуçаруллă та пултаруллă çынсем пирĕн пурнăçа çутăрах та пуянрах тунине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Шăпах культура лаççинче вăй хуракансене пула эпир музыкăпа, литературăпа тĕплĕнрех паллашатпăр-çке.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *