Вторник, 16 апреля

Водитель удостоверенине илме çăмăлрах

Водитель удостоверенине илме çăмăлрах

Юлашки вăхăтра «Мои документы» нумай функциллĕ центр çынсене тĕрлĕ пулăшу кÿни пирки пĕрре кăна мар çыратпăр. Граждансем унта документсем килсе параççĕ те, хатĕррисене алла илеççĕ. Халĕ акă водитель удостоверенине те НФЦ урлă улăштарасси е çухатни вырăнне çĕнни илесси вăй илсе пырать.
Çакна пурнăçлама гражданинăн хăйĕнпе пĕрле паспорт, медицина тĕрĕслевĕн ятарлă справки, водитель удостоверенийĕ /кивви/, вăл çухалнă пулсассăн ГИБДД-ран справка кирлĕ. Хушамата улăштарнă пулсан çемье çавăрнине ĕнентерекен свидетельство пулмалла.
Енчен те водитель удостоверенине тахçанах илнĕ, вăл кивĕ формăллă пулсассăн, водитель стажне палăртма автошкултан вĕренсе тухнине ĕнентерекен свидетельство пулмалла.
Гражданинăн водитель удостоверенине улăштарма 2000 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлемелле, квитанцие нумай функциллĕ центрта параççĕ.
Çавăн пекех заявление Пĕрлехи патшалăх порталĕ урлă çырсан патшалăх пошлинине 30 процент йÿнĕрех тÿлеме пулать. Çакна пурнăçлама Пĕрлехи порталта регистрациленмелле çеç. Çĕнĕ удостоверение вара Патăрьелĕнче илмелле пулать.
О.ГРИГОРЬЕВА,
муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ çумĕнчи обществăлла канаш членĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *