Четверг, 25 апреля

Экзаменсене маларах тытаççĕ

Чăваш Енре 266 çын Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене маларах памашкăн заявлени çырнă. Вĕсем — пĕлтĕр вĕренсе тухнисем, колледжсемпе техникумсен студенчĕсем.

Экзаменсене маларах тытмалли тапхăр мартăн 21-мĕшĕнче пуçланнă. Вăл кун географипе тата ИКТ предмечĕпе ППЭ панă. Пĕтĕмпе 14 экзамен тыттарĕç. Маларах тытмалли ППЭ тапхăрĕ апрелĕн 11-мĕшĕнче вĕçленет.

Заявлени çырнă çамрăксен 54 проценчĕ вырăс чĕлхипе экзамен тытĕ, математикăпа — 48 процент. Çавăн пекех обществознани, физика предмечĕсене суйлакансем нумайăн пулнă. Пĕрремĕш экзаменсен кăтартăвĕсем ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллă пулĕç.

ППЭн тĕп тапхăрĕ çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче пуçланать те утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче вĕçленет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *