Суббота, 20 апреля

Тĕрĕслев ĕçĕсем пуçланчĕç

Мартăн 20-мĕшĕнче шкулсенче Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсем пуçланчĕç. Чи малтан 11-мĕш классем ют чĕлхе предмечĕпе çырĕç. Кунашкал тĕрĕслев ĕçĕсене 4-6-мĕш, 11-мĕш классен ачисем хутшăнĕç.

Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕ ку таранччен ют чĕлхепе пулман. Акăлчан, нимĕç, француз чĕлхисемпе иртекен тĕрĕслев çырса тата сăмах вĕççĕн хуравламалли пайсенчен тăрать. Кăçал ĕçе икĕ пайпа та е çырса хуравламаллине кăна ирттерессине кашни шкул хăй суйлĕ.

Акăлчан чĕлхипе çырса хуравламалли тĕрĕслев ĕçне Чăваш Енри 173 шкулта йĕркелеççĕ, вĕсенчен 9-ăшĕ сăмахпа каламалли пая та суйлать. Нимĕç чĕлхипе тĕрĕслев ĕçĕн çырса хуравламалли пайне 8 шкулта ирттереççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *