Петр Матросов — чемпион

Мартăн 24-мĕшĕнче районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пысăк ăмăртăвĕ иртет. Асăннă ăмăртăва районта кашни çулах йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Турнира вара районта пуçласа классикăллă тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине йĕркелесе янă, пĕрремĕш кĕрешỹçĕсене хатĕрленĕ ентешĕмĕр Петр Георгиевич Матросов ячĕпе ирттереççĕ.

Петр Матросов Мускав хулинче тĕпленнĕ. Спорт ветеранĕ, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ сакăр теçетке çулран каçнă пулсассăн та, инçе çула кĕскетсе, кашни çулах ăмăртăва çитме васкать.

Петр Георгиевич Матросов 1935 çулта Тукай ялĕнче çуралнă. Аслă Чурачăкри вăтам шкултан вĕренсе тухсассăн, Самар (Куйбышев) хулинчи ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Вĕреннĕ вăхăтра бокс секцине çỹренĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă. 1959 çулта тăван ене таврăнса агрономра ĕçлеме тытăннă. Çак вăхăтра вăл ялти çамрăксене спортпа тата ытларах туслаштарнă. Петр Георгиевич Комсомольски вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче ĕçленĕ. Ачасене ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕрентме тытăннă, хăйĕн ăсталăхне ỹстернĕ. 1965 çулта Петр Георгиевич СССР спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ. Вăл сакăр хутчен республика чемпионĕ пулнă.

Унпа пĕрлех вара вун-вун спортсмен хатĕрленĕ. Вĕсем: Василий Сергеевич Краснов, Николай Васильевич Краснов, Николай Витальевич Смирнов, Гурий Сергеевич Краснов, Николай Андреевич Индюков, Николай Викторович Супов, Олег Васильевич Кокорев, Владимир Геннадьевич Дерягин, Николай Васильевич Краснов (Кĕçĕн Каçал) тата ыттисем те.

1969 çулта Петр Георгиевич Мускав хулине куçнă, РСФСР профессиллĕ вĕренỹ патшалăх комитечĕн аслă инженерĕ пулнă. 1988-1991 çулсенче вăл Мозамбик республикинчи педагогикăпа индустри институтĕнче ĕçленĕ. Тăрăшнă вăхăтра 56 наука ĕçĕ пичетленĕ.

Петр Георгиевич ăмăртусене тăван тăрăхра йĕркелессине ахальтен йăлана кĕртмен паллах. Вăл çамрăксене ытларах спорта явăçтарас, тренерсен ăсталăхне ỹстерес тĕлĕшпе çак ĕçе пуçарнă. Асăннă турнирта республикăри спортсменсем çеç мар, унăн тулашĕнчи — Ульяновск облаçĕн, Тутарстан, Мордва республикисен — спортсменĕсем хутшăнаççĕ. Кашни çулах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем 20 ытла категорире вăй виçеççĕ.

«Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ чăннипех те хĕрỹ иртет. Кăçал та унта хутшăнакансем йышлă пуласса шанатпăр. Куракансене, спортсменсене мартăн 24-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра кĕтетпĕр, вăл 10.30 сехетре пуçланать, — пĕлтерчĕ Валерий Денисов тренер.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *