Вĕсен ячĕсем вилĕмсĕр

Вĕсен ячĕсем вилĕмсĕр

Мартăн 8-мĕшĕнче хĕрарăмсене пысăк уяв ячĕпе саламларăмăр, чи маттуррисем пирки хаçат страницисенче çырса пĕлтертĕмĕр. Паянхи хаçатра вара Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăрлăх кăтартнă чăваш хĕрĕсемпе паллаштарас килет. Вĕсем тискер тăшмана çĕнтерсе, йывăрлăха тỹссе ирттерсе тăван ялĕсене наградăсемпе таврăннă.

Нина Николаевна Акчурина Хирти Шăхасан ялĕнче 1924 çулта çуралнă. 1942 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче Хĕрлĕ çара кайма повестка илнĕ. Вăл сапер тата апат пĕçерекен пулса службăра тăнă. 1945 çулхи мартăн 3-мĕшĕнчи 16/Н хушупа килĕшỹллĕн «За боевые заслуги» медаль илме тивĕçнĕ.

Аслă Çĕрпỹел ялĕнче 1923 çулта çуралнă Клавдия Тихоновна Гаврилова вăрçăра телеграфист пулнă. Вăл «За отвагу» медале тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тивĕçнĕ.

Аслă Каçал ялĕн хĕрĕ Анна Егоровна Зубунова çарта радиотелеграфист пулнă, «За боевые заслуги» медале тивĕçнĕ.

Хырай Ĕнел хĕрĕ Клавдия Степановна Квасова 21 çулта çар ретне тăнă. Вăл экспедитор пулнă. 1943, 1945 çулсенче вăл аманать. Ăна та медальпе чыслаççĕ.

Хирти Ĕнел хĕрĕ Феодосия Гавриловна Кольцова 22 çулта чухне çара кайнă. Вăл ефрейтор пулнă, телеграфист ĕçне пурнăçланă. Паттăрлăх кăтартнă хĕре 1943 çулта «За боевые заслуги» медальпе, Хĕрлĕ Çăлтăр (1945) орденпа наградăланă.

Ольга Сергеевна Любимова 1921 çулта Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнче çуралнă. 1942 çулта çар ретне тăнă, писарь пулнă. Александра Павловна Павлова çарта çĕвĕçре тăрăшнă. Вĕсене иккĕшне те 1945 çулта «За боевые заслуги» медальпе чысланă.

Хирти Явăш хĕрĕ Матрена Павловна Павлова медицина службин лейтенанчĕ пулнă. Вăл Прибалтика фронтĕнчи 1152-мĕш çар санитари поезчĕн санитари инструкторĕн тивĕçне пурнăçланă. Аслă медсестра йывăр аманнă салтаксемпе офицерсене вăрçă хирĕнчен илсе тухса госпитальсене ăсатнă. Ахальтен мар ăна «За боевые заслуги», «За оборону Москвы» медальсемпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă.

Анфиса Петровна Петрова Турхан ялĕнчен Хĕрлĕ çара 1941 çулта тухса кайнă. Гварди старшини, санинструктор пулнă вăл. 1945 çулта чăваш хĕрне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă.

Таисия Ефремовна Сушкова Асанкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăл апат пĕçерекен пулнă. 1945 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче 98 №-лĕ приказпа ăна «За боевые заслуги» медаль панă.

Мария Тихоновна Ширманова Александровка ялĕнче çуралнă, 1943 çулхи августăн 29-мĕшĕнче çара кайнă. Вăл чукун çулсене юсакан хĕрсен уйрăмĕн командирĕ пулнă. 1944 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче паттăр хĕре «За боевые заслуги» медальпе чысланă.

Антонина Григорьевна Петрова. Вăл Хĕрлĕ çарта хирурги медсестри пулнă. Мĕн чухлĕ аманнă салтака çăлман пулĕ хĕр? Ăна 2 хутчен «За боевые заслуги», «За оборону Москвы» медальсемпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Нĕркеç хĕрĕ Калиета Петровна Грачева çарта çăкăр пĕçерекен пулнă. «За боевые заслуги» медале тивĕçнĕ.

Чăваш хĕрĕсем вутра та çунман, шывра та путман. Вĕсем паттăрлăх кăтартнă. Паттăрсен ячĕсем ĕмĕрлĕх ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлччăр!

П.ЗАЙЦЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *