16 пепке çуралнă

16 пепке çуралнă
Районти ЗАГС уйрăмĕ 2018 çулхи февраль уйăхне пĕтĕмлетрĕ. Февраль уйăхĕнче 16 ача çуралнине регистрациленĕ. Вĕсенчен 9-шĕ — арçын ачасем, 7-шĕ — хĕрсем. Февраль уйăхĕнче 13 мăшăр çемье çавăрнă пулсассăн, 2 мăшăр уйрăлнă. Çавăн пекех иртнĕ уйăхра 24 çын вилнине шута илнĕ. 
Ашшĕ кам пулнине иккĕн палăртнă. Çавăн пекех тепĕр хутчен 20 свидетельство панă, 227 справка хатĕрленĕ. Çынсем 18150 тенкĕлĕх патшалăх пошлини тÿленĕ. 
О.ФЕДОТОВА, 
ЗАГС пайĕн начальникĕ.
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *