Вторник, 16 апреля

Умра  — çураки

Умра  — çураки
Юр ирĕлсе пĕтсе çанталăк ăшăтсанах районти хуçалăхсен ĕçченĕсем çурхи ака-суха ĕçĕсене кÿлĕнĕç. Çапла вара часах малтанах шутласа, палăртса хунă çĕр лаптăкĕсем çинче тĕрлĕ культура ешерме тытăнĕ. 
— Кăçал пирĕн çурхи ака ĕçĕсене 17117 гектар лаптăк çинче пурнăçламалла, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12323 гектар çинче акмалла. 1050 гектар — çĕрулми, 121 гектар пахча çимĕç лартмалла. Кукурузăна 68 гектар тата пĕр çул ÿсекен курăксене 1876 гектар çинче вырăн памалла. 
Паллах, техника культурисем пирки те манма юрамасть. Кăçалхи çул вĕсен лаптăкĕ пурĕ 1604 гектарпа танлашмалла, çав шутра сахăр кăшманне 200 гектар, рапспа донник хутăшне 714 гектар тата 150 гектар çинче хĕвелçаврăнăш çитĕнтерме палăртнă. Тĕп тĕллев — ака-суха вăхăтĕнче пĕр кун та ахаль сая ан кайтăр. Çавăнпа та хальхи вăхăтра ЯХПК, колхозсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисен çанă тавăрсах ĕçлемелле, çуракине хатĕрленмелле. Техникăна юсамалла, çĕнетмелле; çунтармалли-сĕрмелли материал пирки те манмалла мар. Çĕре минераллă удобренипе апатлантармалла тата ытти ĕçсене те пурнăçламалла, — терĕ район администрацийĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов, кăçал пурнăçламалли ĕçсемпе паллаштарнă май. 
Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 27175 центнер /кирлĕ виçен 104 проценчĕ/ хатĕрленĕ. Мартăн 14-мĕшĕ тĕлне 27055 центнер вăрлăха тĕрĕсленĕ, çав шутран 79 проценчĕ /21267 центнер/ кондицие ларнă. Çак енĕпе «Дружба», «Труд», «Пайгас», «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе «Сюрбеево», «АСК» ОООсем, çавăн пекех «Урожай» колхоз, «Родина» тата М.Минатуллинпа Н.Самаринăн хресчен-фермер хуçалăхĕсем аван ĕçленĕ.
А.ИСАЕВА.
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *