Пятница, 26 апреля

Аграрисем тĕл пулнă

Аграрисем тĕл пулнă
Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пыракан делегаци Краснодарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен форумне хутшăннă.
Икĕ куна тăсăлнă форум вăхăтĕнче çĕршывăн агропромышленноç комплексĕн тĕрлĕ отраслĕн — ял хуçалăх культурисене туса илесси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, фермерсемпе кооперативсем, апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç — аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе «çавра сĕтелсем» йĕркеленĕ. 
Сергей Артамонов «Ял хуçалăх культурисене туса илессин стратегийĕ: çитĕнÿсемпе 2018 çулхи тĕллевсем» секци ĕçне хутшăннă. Мероприятие РФ Ял хуçалăх министерствин Ÿсен-тăран ÿстерессин, механизаци, химизаци тата ÿсен-тăрана хÿтĕлессин департаменчĕн директорĕ Петр Чекмарев йĕркелесе ертсе пынă. Секци ыйтăвĕсене сÿтсе явма çавăн пекех Куславкка районĕнчи Василий Семенов фермер, пирĕн районти «Çĕрулмине мухтав» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Хасият Идиатуллин та хутшăннă. 
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен форумĕн ĕçне мартăн 12-мĕшĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин хутшăннă, пленарлă ларăва пĕтĕмлетнĕ.
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *