Пехил сире, пурсăра та

Пехил сире, пурсăра та
Ялта ăна хисеплесе Татюк аппа тесе чĕнеççĕ. Çак кунсенче сумлă ватă хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Çапах та çулне кура мар вăл — тăнпа калаçать, аса илĕвĕсем те пăтранчăк мар унăн. Хăйне вăр-вар тытма тăрăшать, хушăран ăшшăн йăл кулать. «Паянхи куна пурăнса çитессе ĕмĕтленменччĕ те», — тет Шурут ялĕнче пурăнакан Татьяна Гавриловна Трескина, хăйĕн кун-çулне аса илнĕ май.
Тĕнче пăтраннă тапхăрта кун çути курнăскерĕн шăпи çăмăлах килмен. Ача чухне унăн амăшĕн ăшшисĕр ÿсме тÿр килнĕ, каярах вăрçă пуçланать. Пин-пин шăпана çапса хуçнă, çĕр юнпа çăвăннă вăхăтра Татюк пĕве кĕнĕ хĕр пулнă.
— Вăрçă çулĕсем — чи хăрушшисем. Вăл вăхăтра çынсен мĕн кăна тÿсме тивмерĕ-ши; Калăн, çĕршыв хура тĕтре айĕнче. Ял çамрăкĕсене, арçынсене часах салтак юрри юрласа вăрçă хирне ăсатма тытăнчĕç, анчах та вĕсенчен чылайăшĕ каялла тăван тăрăха таврăнаймарĕ, — ассăн сывларĕ пĕр ĕмĕр пурăнаканскер.  
Татьяна Гавриловнăна, паллах, салтака илмен, апла пулин те вăл — çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă çынсенчен пĕри. Вăрçă вăхăтĕнче  хĕрĕн вăрман касма та тивнĕ. Унти йывăрлăхсем пирки калама та кирлĕ мар пулĕ. 
— Вăрман каснă çĕрте вилекенсем те йышлăччĕ. Ара, пурăнма вырăнĕ, тумланма тумĕ, çиме вара апачĕ те çукчĕ, — куççульленчĕ ватă. 
Каярах хĕрĕн торф кăларма та, Улатăр хули патĕнче окоп чавма та тÿр килнĕ.
— Эпир курнине никам та ан куртăр, текех çĕр çинче нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ, — терĕ Татюк аппа. — Пехил сире пурсăра та. 
Вăрçă чарăннă хыççăн хĕр тăван ялне таврăнать, ĕçе пуçăнать. «Пĕччен пурнăç — пурнăç мар», — калаçтарнă ăна вăрçăран таврăннă пĕр яш. Çапла вара ялта çĕнĕ çемье чăмăртаннă, «йăва» пĕчĕккисен уçă та савăнăçлă сассипе тулнă. Мăшăрĕ, Евгений Алексеевич — Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. Çемье пуçĕ ĕмĕрĕпе колхозра тар тăкнă. Вăл чылай çул трактористра ĕçленĕ. Каярах, колхоз утар хута ярсан, пыл хурчĕсене пăхма тытăннă. 
— Ĕçрен хăракан çын марччĕ Евгень тете, ăна нихăçан та ÿркенсе ларнине курман, — сăмах хушрĕ кÿрши Василий Денисов. — Татюк аппа та ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Вĕсем — ялти сумлă та хисеплĕ çынсем. Шел пулин те, Евгений Алексеевич 1998 çулта пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Хальхи вăхăтра Татьяна Гавриловна хăйĕн 5 хĕрĕпе тата 10 мăнукĕпе, 10 мăнмăнукĕпе савăнать. 
— Хĕрĕмсем Зина, Оля, Клавди, Люда тата Валя мана черетлесе пăхаççĕ. Алă çинче çĕклесе çÿременни анчах, пехил вĕсене. Хальхи пурнăç — чăн-чăн çăтмах. Пурăнмалли условисем лайăх, патшалăх пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Ку мана, паллах, савăнтарать. Паллă кун умĕн мана та Кремльтен çыру килсе çитрĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин саламласа шăрçаланă ăна. Тавтапуç пире манманнишĕн, сума сунишĕн, — терĕ Татьяна Гавриловна, манпа сывпуллашнă  май. 
А.ИСАЕВА.
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *