Вторник, 15 октября

Сиплевçĕ, юрăç, ал ĕç ăсти

Сиплевçĕ, юрăç, ал ĕç ăсти
Людмила Николаевна Симендеева 43 çул сывлăх хуралĕнче тăрăшнă. Çĕршер çынна сывлăх парнеленĕ, чир-чĕртен хăтăлма пулăшнă. 
ЫТТИСЕМ ПЕКЕХ
Çиелтен пăхсан вăл ытти ачасенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман. Шăпăрлансемпе пĕрле урамра вылянă, Кĕтнере шыва кĕнĕ, килте ашшĕпе амăшне пулăшнă. Çуллахи шăрăх кун. Сарă хĕвелĕ хăйĕн вĕри пайăркисене çĕр çине сапалать. Пăчă. Çакăн пек ăшă çанталăкра уйрăмах ача-пăча çырма хĕррине васкать, çанçурăма уçăлтаракан шывра чăмпăлтатать. Çак кун вунпиллĕкри Люся  Кĕтне хĕррине кĕпе чÿхеме кайнăччĕ. 
Эпĕ те питĕ лайăх астăватăп-ха, унччентерех, 50—60 çул каялла, шыв хĕрринче кĕпе чÿхеттĕмĕр. Вăл вăхăтра хальхи пек кĕпе çăвакан машинăсем пулман та, алăпах çунă. 
Хĕр пĕрчи çутçанталăк илемĕпе  киленсе пĕр кĕпе хыççăн тепĕрне алла илет. Люся — Анна Федоровнăпа Николай Степанович Кокоревсен аслă ачи. Тепĕр иккĕшĕ, Юрăпа Сергей — кĕçĕнреххисем. Ашшĕпе амăшĕ ĕçре, пĕри — район цен-трĕнчи аптекăра, тепри ертÿçĕ, вăрçă ветеранĕ. Юлашки вăхăтра Николай Степанович районти пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен предприятин начальникĕ пулнă. Кунта вăл чылай çул тăрăшнă. Районта  ырă ят çĕнсе илнĕ. 
Кокоревсем ачисене  пĕчĕкрен ĕçе юратма, аслисене хисеплеме  вĕрентнĕ. 
АЧАНА ВИЛĔМРЕН ÇĂЛНĂ
Кĕтне хĕрринче питĕ лайăх. Çывăхрах вăрман курăнать, инçех те мар ача-пăча шыва кĕрет. «Пулăшăр! Çăлăр!» — тесе хыттăн кăшкăрнине илтрĕ хĕрача. Пуçне çĕклесе пăхрĕ те çыран хĕрринчен чылай инçетре пĕр ача путма пуçланине курчĕ. 
Люся çухалса каймарĕ. Кĕпине хывмасăрах шыва сикрĕ. Пулăшу кирлĕ çĕре ишрĕ. Часах 5—6 çулхи арçын ачана çыран хĕррине  туртса кăларчĕ. Сăмах май каласан, Люся шывра пулă пек хăвăрт ишет. Ку енĕпе вăл Кĕçĕн Каçалта  ачасем хушшинче чи пултаруллисенчен пĕри пулнă. Çак паттăрла ĕçшĕн Людмила Кокорева «Путакана çăлнăшăн» медале тивĕçнĕ. 
ĔМĔТ ПУРНĂÇЛАНАТЬ
Вăл Комсомольскинче вăтам шкул пĕтернĕ. Аттестат çинче «4» тата «5» паллăсем кăна пулнă. Ачаранах врач пулма ĕмĕтленнĕ. «Эпир шкул пĕтернĕ чухне вуннăмĕшсем те, вунпĕрмĕшсем те аттестатсем илчĕç. Паллах вăл çул аслă шкула вĕренме кĕресси питĕ иккĕленÿллĕччĕ. Çавăнпа эпĕ Кĕçĕн Каçалта клуб заведующийĕнче ĕçлерĕм. Çав вăхăтрах шкулта пионервожатăйра та тăрăшрăм», — сăмахлать ĕç ветеранĕ. 
1967 çулта вăл Ивановăри мединститута вĕренме кĕнĕ. Тăрăшса вĕреннĕ, обществăлла ĕçсене те активлă хутшăннă. 
 
ПŸРНИ ПŸРТ УМНЕ КИЛЕТ
Пĕррехинче, канмалли куна яла таврăнсан, вăл пĕр класра вĕреннĕ Коля Симендеева тĕл пулнă. Унччентерех те куркаланă-ха вăл ăна, сывлăх суннă та иртсе кайнă. Хальхинче вара иккĕшĕ те пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе пăхнă. «Мĕнле халиччен асăрхаман-ха эпĕ сана?» — тенĕ каччă ун çине ытараймасăр пăхса. Хĕрĕн чун-чĕри те ун патнелле туртăннă. Вĕсем çывăх туслашнă. Тепĕр çулталăкран вара Кĕçĕн Каçалта туй кĕрленĕ. Людмила Кокорева Симендеева пулса тăнă. Вăл вăхăтра хĕр юлашки курсра вĕреннĕ. 
ЮРАТНĂ ĔÇРЕ
Комсомольскинчи  тĕп больницăн ертÿçи В.В.Лаврова направленипе вĕренме янă çамрăка ăшшăн кĕтсе илнĕ. Ĕçлеме Шурутри участок больницине янă. Кунта врач мăшăрĕ валли ĕç пулманнипе Людмила Николаевнăна Çĕнĕ Мăратри участок больницине ертсе пыма шаннă. Николай Александрович йывăçран  тĕрлĕ япала тăвакан комбинатра мастерта, директорта ĕçленĕ. 
Арçын мăшăрне çур сăмахранах ăнланнă, вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă. Люся пек телейли çут тĕнчере  никам та пулман пулĕ. Юратнă çын юнашарри ăна тăрăшса ĕçлеме, йывăрлăхсене  çĕнтерме вăй-хăват хушнă. 
Вăл çулсенче çуртсене газ кĕртеймен-ха, вутпа хутнă. Кунта уйрăмах хĕлле питĕ сивĕ пулнă. Ĕç хыççăн килте кăмака  хутса апат пĕçернĕ.  Çурт часах ăшăнман. Апла пулин те çамрăксем телейлĕччĕ. 
ТЕЛЕЙЛĔ МĂШĂР
Ăшăнса çывăрса кайнă çамрăк мăшăра пĕррехинче такам чÿречерен хыттăн шаккани вăратрĕ. Николай Александрович васкаса тумланчĕ те урама тухрĕ. Пĕрисен ачи йывăр чирленĕ иккен, пулăшу ыйтаççĕ.
Людмила Николаевна кирлĕ эмелсем илчĕ, тумланса чĕннĕ çĕре васкарĕ. Мăшăрĕ те унпа пĕрлех пычĕ. Ара, ăна çĕрле пĕччен епле кăларса ярăн. Вырăна çитсен кĕтсе тăчĕ. Кун пек каçхи чĕнÿсем мĕн чухлĕ пулнă пулĕ. Врача яланах мăшăрĕ ăсатнă — çуран та, транспортпа та. 
Участок больницине ертсе пыраканăн терапевт та, хирург та, гинеколог та, шăл врачĕ  те пулмалла. Пурне те тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ памалла. Л. Симендеева шаннă çĕрте тăрăшса ĕçленĕ. 
Кайрантарах ĕçлеме  Комсомольскине куçнă. Людмила Николаевна хăйĕн специальноçĕпе ĕçленĕ. Терапевт чирлисене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ панă. Пултаруллăскере терапи уйрăмне ертсе пыма шаннă. Мăшăрĕ кабель цехĕнче тăрăшнă — мастер, ертÿçĕ. 
Малтанах Симендеевсем Кĕçĕн Каçалта пурăннă, кайран Комсомольскинче çурт лартнă. Çемьере ывăлпа хĕр ÿснĕ — Иринăпа Женя ашшĕпе амăшне  лайăх паллăсемпе кăна савăнтарнă, кил-çуртри ĕçсене тума пулăшнă. 
ЙЫВĂРЛĂХА ÇĔНТЕРСЕ
«Инкек куçа курăнса килмест»,— теççĕ халăхра. Çуллахи хĕвеллĕ кун Николай Александрович сарăмсăр вилчĕ. 
Темĕнле йывăр пулсан та пурăнмалла, малаллах талпăнмалла, ачасене пурнăç çулĕ çине кăлармалла. 
Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Людмила Николаевна январь уйăхĕнче 70 çул тултарчĕ.  Ăна ĕçтешĕсем, хĕрĕпе ывăлĕн çемйисем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем юбилейпе ăшшăн саламларĕç. 
Чи асра юлмалли вара — хĕрĕпе ывăлĕ амăшĕ çыхнă хитре япаласенчен презентаци йĕркелени. Хăнасем хăйсене  мода çуртĕнчи пекех туйрĕç. «Модельерсем» Людмила Николаевна çыхнă  темĕн тĕрлĕ тум та кăтартрĕç. «Тĕлĕнмелле килĕшÿллĕ япаласем. Çак ĕçсене хăçан тума ĕлкĕрнĕ-ши?» — терĕç тĕлĕнсе юбиляра саламлакансем. 
Л.Н.Симендееван хĕрĕ те амăшĕн çулĕпе кайрĕ. Ирина тĕп  хулари больницăра ультра сасă диагностикин пайне  ертсе пырать. Ывăлĕ Женя — предприниматель. Вĕсем çемйисемпе Шупашкарта пурăнаççĕ. Амăшĕ патне тăтăшрах килсе çÿреме тăрăшаççĕ. Мăнукĕсем — Злата, Есения тата Федор — асламăшĕн, кукамăшĕн савăнăçĕ, мăнаçлăхĕ. 
ĔÇНЕ КУРА — ХИСЕПĔ
Людмила Николаевна шкулта вĕреннĕ чухнех юрă-ташăпа туслă пулнă. Вăл халĕ те районти «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн ветеранĕ, активлă членĕ. Ялти артистсем Турцире, Крымра, Мускавра, Алтайра, Оренбургра, Тутарстан Республикинче, Шупашкарта тата ытти çĕрте пурăнакансене те хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Вĕсене пур çĕрте те тăвăллăн алă çупса тав тунă. 
«Ĕçне кура — хисепĕ», — теççĕ халăхра. Л.Н.Симендеевăна медицинăра ырă та пархатарлă ĕçшĕн «Раççей сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» хисеплĕ ят панă. Вăл чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Чăваш наци конгресĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. 
Шурă халатлă ĕçчен пушă вăхăтра тăтăшах районти «Кĕтне» спорт комплексне  çÿрет, бассейнра ишет, ăмăртусене хутшăнать. Хĕрарăмсем хушшинче яланах  пĕрремĕш вырăн йышăнать. 
Пĕрре те ахаль лармасть вăл. Унăн çуртĕнче куç тулли илем — чечексем, кĕнекесем, хăй çыхнă, тĕрленĕ хитре пĕчĕк минтерсемпе салфеткăсем, тĕрлĕ эрешсем…
 З.СОЛОВЬЕВА. 
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *