Илĕртÿллĕ те чипер, пултаруллă пикесем районăмăрта сахал мар. Вĕсем мартăн 6-мĕшĕнче хăйсен ăсталăхне тата пултарулăхне вырăнти культура çуртĕнче «Чăваш пики—2018» конкурсра тепĕр хут çирĕплетрĕç. Унта тĕрлĕ ялсенчен килнĕ чи маттур та харсăр, анлă тавракурăмлă хĕрсем — Аслă Чурачăк вăтам шкулне çÿрекен Екатерина Лукиянова, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Эльза Кузнецовăпа Елена Крылова, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Татьяна Матросовăпа Диана Николаева — хутшăнса сумлă ята çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.
Уяв каçне искусство шкулĕн «Островок» ташă ушкăнĕ уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов курма килнĕ халăха Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламларĕ, конкурса хутшăнакансене вара ăнăçу сунчĕ. «Каçал» тата «Кубняночка» пултарулăх ушкăнĕсем уява илем кÿчĕç.
Конкурс питĕ хĕрÿ иртрĕ. Жюри членĕсем хĕрсен ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç.
— Тăван тăрăх — кашниншĕн чи таса та паха вырăн. Çавăнпа та конкурса Чăваш Енпе, тăван халăх культурипе çыхăннă ыйтусенчен пуçлар, — терĕ Алена Артемьева ертÿçĕ .
Паллах, çак ыйтусене хĕрсем çăмăллăнах парăнтарчĕç. Иккĕмĕш ăмăрту хăйсем çинчен каласа парасси тата пурăнакан хутлăхпа паллаштарассиччĕ. Кунта каласа паракан та, сăвăлакан та, юрлакан та пулчĕ. Тĕслĕхрен, Татьяна Матросова юлташ хĕрĕпе курма килнĕ хăнасене кулăшла сценка кăтартрĕ. «Пулă тытма кайни» ятлăскер, чăн та, кашнине йăл кулма хистерĕ. Конкурсантсем çак каç куракансене савăнăç парнелерĕç.
Жюри хĕрсем пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе те кăсăкланчĕ. Чиперккесем ал ĕçне те кăмăллаççĕ иккен, çав вăхăтрах вĕсем хăйсем спортпа туслине те пытармарĕç. Апат-çимĕç пĕçерме те ăста пикесем. Чăваш халăх апачĕ — шÿрпепе шăрттан, хуплупа икерчĕ — хатĕрленĕ вĕсем. Хăнасене сăйланă май хĕрсем апат-çимĕçе епле ха-тĕрленине те каласа пачĕç.
Жюри членĕсене конкурса пĕтĕмлетме, çĕнтерÿçĕ пикене палăртма çăмăл пулмарĕ. Хĕрсем пĕринчен тепри пултаруллă та вăр-вар, пуçаруллă. «Куракансем кăмăлланă пике» ята Тукай пики Татьяна Матросова тивĕçрĕ. «Чи пултаруллă пике» — Диана Николаева. «Çепĕç пике» ята Эльза Кузнецова тивĕçрĕ.
«Вице — Чăваш пики — 2018» ята Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Елена Крылова тивĕçрĕ пулсан, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен Екатерина Лукиянова пуринчен те маттур пулчĕ. Хĕр «Чăваш пики — 2018» ята çĕнсе илчĕ.
Конкурса хутшăннă кашни пикене Хисеп хучĕпе, асăнмалăх парнепе чысларĕç. Çĕнтерÿçĕ-пикен вара район чысне республикăра хÿтĕлеме тивĕ. Ăнăçу сунатпăр сана, Екатерина!
А.ИСАЕВА.