Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ларусен залĕнче ĕç, çар, вăрçă, право органĕсен ветеранĕсен совечĕн черетлĕ виççĕмĕш пленумĕ иртнĕ. Унта президиум членĕсемсĕр пуçне пуçламăш организацисенчи ветерансен совечĕсен председателĕсем тата районти «Раççей ветеранĕсен союзĕ», «Раççей пенсионерĕсен совечĕ» обществăлла организацисен уйрăмĕн, Совет çарĕсен Германири ушкăнĕн районти ветеранĕсен ассоциацийĕн членĕсем тата ыттисем те хутшăннă.
Районти ветерансен совечĕн председателĕ Ю.Тимофеев ветерансен организацийĕсем РФ гражданĕсене патриотла воспитани парассипе 2016—2020 çулсене валли палăртнă программăна районта епле пурнăçланипе паллаштарнă.
— Патшалăх программин тĕп тĕллевĕ — патриотла воспитани шайне çĕклесси, — тенĕ вăл.
Каярах ыттисем те сăмах илнĕ, вырăнта ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, вĕрентÿпе спорт, культура ĕçченĕсем çамрăксемпе ирттерекен ĕçсем çинчен каласа панă, хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса та тăнă.
Районти ветерансен совечĕ çак кун хăйсен йышне В.Герасимова, Э.Ильязова тата Н.Хайруллова илнĕ. Пухăннисем çавăн пекех В.Пундяковпа И.Никитина, В.Микенина ячĕсене районти ветерансен организацийĕн Хисеп кĕнекине кĕртме йышăннă.
А.НИКОЛАЕВА.