Район администрацийĕн ларусен залĕнче çÿп-çап пухас тата ăна вырнаçтарас тĕлĕшпе иртнĕ канашлу хыççăн Патăрьелĕнчи «Полигон» ООО тĕп бухгалтерĕ «Каçал ен» хаçат редакцине килчĕ. Наталья Сапожникова Комсомольски ял тăрăхĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен хытă каяшĕсене 2018 çулхи мартăн 27-мĕшĕнчен текех пухмасса хаçат урлă пĕлтерчĕ. Ку япала вырăнти халăхăн парăмĕ организаци умĕнче ытла ÿссе кайнипе çыхăннă.
— Пухăннă парăма çынсем тÿлесе татма шутламаççĕ те пулас, — терĕ Наталья Максимовна пăшăрханса, лару-тăрăва сÿтсе явнă май.
Çак тата ытти ыйтусем çине хурав шыраса эпĕ Комсомоль-ски ял тăрăхĕн администрацине çул тытрăм.
— Кашнийĕн хăтлă та çутă, таса хваттерте пурăнас килет. Çавăнпа та кил-çурта яланах тирпейлетпĕр. Пухăннă хытă каяшпа çÿп-çапа вара тÿрех контейнерсене вăркăнтаратпăр. Тепĕр чух, контейнер туп-туллине курах, çынсем ăна тÿпелеççĕ те тÿпелеççĕ, çапла вара контейнер айккисенчен «юхма» тытăнать. Хамăр пурăнакан вырăна хамăрах хитре мар сăн парнелетпĕр мар-и; Унсăр пуçне вĕсем кăшлакан чĕрчунсемпе кил-çуртсăр йытăсен чи юратнă вырăнĕсем пулса тăраççĕ, — терĕ Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков.
Ку çеç-и-ха;! Чылай чухне тата çакăн евĕр ÿкерчĕке курма тÿр килет: чаплă-чаплă автомашинăсемпе çÿрекенсемех çул хĕррисене михĕсем пăраха-пăраха хăвараççĕ. Контейнер ăçта вырнаçнине пĕлмеççĕ-ши вĕ-сем; Е пуянсем уаçа хутаççи пушанасран хăраççĕ-ши; Ирĕк-сĕрех вара «Этемре çынлăх юлнă-ши;» — текен шухăш канăç памасть.
Февралĕн 28-мĕшĕнче редакци ĕçченĕсем ирттернĕ ятарлă рейд вара çакна кăтартрĕ: район территорийĕнче вырнаçтарнă контейнерсем таса, вĕсене тинрех çеç пушатса илсе тухнă пулас. Анчах та, темшĕн, ĕçченсем хăйсене шаннă ĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламаççĕ. Кабалин микрорайонне илес пулсан, юр кайса пĕтсенех çÿп-çап çиеле тухасси куçкĕрет. Çĕнĕ çул чăрăшĕсем çулла та илемĕпе савăнтарччăр тенĕ пулинех… Комсомольски райповĕн «Симĕс лавкка» хы-çĕнчи контейнерсенче те мĕн кăна çук-ши;! Çурт алăкĕсенчен пуçласа автомашинăн бамперĕ таранах. Чăнах та, культура шайне илес пулсан, пирĕн ăна ÿстермелле те ÿстермелле çав… Чылай. Антонов ячĕллĕ микрорайонта, ыттисемпе танлаштарсан, кăшт тирпейлĕрех.
— Хальхи вăхăтра эпир çÿп-çап илсе тухнăшăн тÿлемелли хака нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен пурăнмалли лаптăка пăхса шутлатпăр. Тĕслĕхрен, хваттер лаптăкĕ 50 тăваткал метр пулсан, кун пек çемьен 110 тенкĕ тÿлеме тивет. Харпăр хăй çурчĕсенче пурăнакансен вара — михĕ шучĕпе ?1 михĕ — 40 тенкĕ/. Çÿп-çап илсе тухнăшăн тесе укçа пухма тытăнсанах пĕрисем ăнланаççĕ, вăхăтра тÿлеççĕ. Иккĕмĕшĕсем вара мăкăртатаççĕ, хирĕçлеççĕ, хирĕçме пăхаççĕ. Нивушлĕ ура айĕнче ăпăр-тапăр сапаланса çÿрени халăха килĕшет; Патăрьелĕнчи «Полигон» ООО-па килĕшĕве татни ырă пулăмах мар, анчах та, тен, хамăрăнне хамăрах пăхса вырнаçтарма тытăнмалла; Капла туни чылай енчен аван пулмалла. Çакна та палăртам, парăмçăсен ытларах пайĕ «симĕс лавкка» таврашĕнче пурăнать, — лару-тăрăва Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков уçăмлатрĕ.
— Малашне Чăваш Енре те регионри пĕрлехи оператор хута каймалла. Ун тăрăх тĕп хулари полигона ытти районсенчен хытă каяш турттарма тытăнĕç. Ăна кунта суйлĕç, тĕслĕхрен, пластика пластикпа, кĕленчене кĕленчепе хурĕç те вĕсене иккĕмĕшле чĕртавар тăвакан заводсене ăсатĕç. Çакă чылай çивĕч ыйтăва татса пама пулăшĕ, — терĕ унăн çумĕ Олег Абросимов.
Пурăнакан вырăна тирпейлĕ тытни хамăршăнах мар-шим вара; Кирек мĕнле кил-çурта тата унăн хуçисене унти тирпейлĕхе кура хаклаççĕ. Апла тăк пирĕн тăван тавралăх илемсĕр, таса мар пулсан хамăрах намăс. Çакăн пирки пурин те шутласа пăхасчĕ.
А.ИСАЕВА.
изображения не найдены