Суббота, 20 апреля

Турнирта палăрнă

Турнирта палăрнă

Февралĕн 23-мĕшĕнче, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче, Тăвайри «Аль» физкультурăпа спорт комплексĕнче Пĕтĕм Раççейри шашка турнирĕ 12-мĕш хут иртнĕ. 

Çак ăмăртăва Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕсемпе тĕп хуламăрти 12 çын хутшăннă. Чăвашсен пĕрремĕш чемпионĕ, Раççей спорт мастерĕ Алексей Косарев ячĕпе йĕркеленĕ шашка турнирĕнче Комсомольски чысне спорт мастерĕн кандидачĕ Николай Индюков хÿтĕленĕ. 

— Вырăс шашки енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ ят çĕнсе илнисемпе шашкăлла выляма питĕ кăсăк та кăмăллă. Вăйă питĕ хĕрÿ иртрĕ. Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ Алексей Косаревпа Канаш районĕнче пурăнакан спорт мастерĕн кандидачĕ Евгений Соловьев 9-шар очко пухса пĕрремĕш вырăнсене тивĕçрĕç, — терĕ пирĕн ентеш-медалист. 

Ăмăртура Вăрмар районĕнчи спорт мастерĕпе Николай Дмитриевпа Николай Индюков вара, 7,5-шер очко пухса, иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Виççĕмĕш вырăнсемпе Петр Ивановпа /Шупашкар хули/ Александр Афанасьев /Тăвай районĕ/ палăрнă.

А.ДЕНИСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *