Ĕç-хĕлпе паллашрĕç

Ĕç-хĕлпе паллашрĕç

Иртнĕ эрнекун Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов районта ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕ. Канашлу хыççăн район ертỹçисем Хасият Идиатуллинпа Александр Осипов, Елчĕк тата Патăрьел районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Николай Миллинпа Рудольф Селиванов вырăнти «Кооператор» ООО-на çитсе курчĕç, унти лару-тăрупа паллашрĕç.

Халăха кирлĕ тавар туса кăларакан отрасль ĕçченĕсем Раççей рынокне хамăр çĕршыври продукципе тултарас ĕçе пысăк тỹпе хываççĕ. «Кооператор» тулли мар яваплăхлă пĕрлешỹ те районта чи ăнăçлисенчен пĕри шутланать. Вăл республикăра, çав вăхăтрах юнашар регионсенче те, «Из Комсомольска» брендпа палăрса тăрать. Кунта минераллă тата тĕрлĕрен тутлă шыв — пурĕ 30 ытла ят — туса кăлараççĕ. Çуллахи шăрăх кунсенче каçалсен çăкăр квасне тата кам тутанса курман-ши?!

Экологи тĕлĕшĕнчен таса шыва пурте юратсах туянатпăр, унсăр пуçне, ыттисемпе танлаштарсан, унăн хакĕ те йỹнĕрех, — теççĕ продукципе усă куракансем.

Предприяти пурнăçпа тан утса пыракансен йышĕнче. Умри йывăрлăхсене парăнмасăр çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăваççĕ вĕсем. Акă, иртнĕ çулхи март уйăхĕнче «Кооператор» производство комбиначĕн никĕсĕ çинче «Комсомольский коопзаготпром» потребительсен кооперативне туса хучĕç. Çавна май 25 çул ĕçсĕр ларнă цеха юсаса çĕнетнĕ, ун çумне хатĕр продукцие вăхăтлăх упрамалли склад хăпартнă, оборудовани туяннă хыççăн ĕçе пуçăннă. Паянхи кун кунта кăларнă пиçсе çитнĕ панулми ỹкернĕ упаковкăсене тултарнă сĕткене республикăри суту-илỹ предприятийĕсен сентрисем çинче те курма пулать.

— Сĕткенсене пуçласа панулмирен кăна хатĕрлерĕмĕр пулсан, хальхи вăхăтра ассортимента пуянлатса пыратпăр. Авă, кишĕртен уйрăм, унсăр пуçне кишĕрпе панулмин хутăш сĕткенĕсене янтăлатпăр. Халăха пирĕн продукци килĕшессе шанатпăр, малашнехи ĕмĕт-тĕллев те чылай, — терĕ калаçура производство уйрăмĕн начальникĕ Альбина Краснова.

«Кооператор» ОООра тата çăкăр заводĕнче пиçсе тухнă апат-çимĕçрен хатĕрленĕ курав хăнасене питĕ килĕшрĕ. Ĕçченсем вырăнта туса кăларнă продукцие тутанса пăхма сĕнчĕç, хăнасене сĕткенсемпе сăйларĕç. Сергей Геннадьевич пуçаруллă хастарсене ĕçри çитĕнỹсемшĕн мухтарĕ, çак ырă пулăм ыттисемшĕн те тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла терĕ.

А.НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *