«Сенкер инçет» олимпиада çĕнтерỹçисем

Январь вĕçĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе литературине, халăх историйĕпе культурине кăмăллакан шкул ачисем валли «Сенкер инçет» олимпиадăн черетлĕ ăмăртăвĕ пуçланчĕ. Олимпиадăна 8, 9, 10, 11-мĕш классенче вĕренекен республикăри 350 ача хутшăннă. Вĕсен уйăрса панă вăхăтра олимпиада ыйтăвĕсене хуравламалла пулнă.

Асăннă ăмăрту 2018 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче малалла тăсăлать. Пĕрремĕш тапхăрта пысăк балл пухнисене ăс-тăн вăййин пĕтĕмлетỹллĕ тапхăрне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче кĕтеççĕ. Вĕсем унта тепĕр хутчен хăйĕн хушшинчи ăсталăхне, пултарулăхне тĕрĕслеççĕ.

Жюри олимпиадăн иккĕмĕш пĕтĕмлетỹллĕ тапхăрне хутшăнма тивĕçлĕ пулнисене палăртнă. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Татьяна Гордеева, София Чернова, 10-мĕш класра ăс пухакан Арина Васильева, Юлия Соловьева, Елена Крылова, Эльза Кузнецова, 11-мĕш класри Александра Чернова çĕнтерỹçĕсен шутне кĕнĕ. Ачасем вĕренỹре маттур. «4»тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Вĕсем олимпиадăсенче те чи маттуррисем.

Пĕрремĕш тапхăрта мала тухнă вĕренекенсене саламлатпăр, çитес ăмăртура ăнăçу сунатпăр!

С.ИНДЮКОВА,

Л.АБРАМОВА

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *