«Юратупа шанчăклăхшăн» медаль — çирĕп çемьесене
Çак кун районти ЗАГС уйрăмĕнче те пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан мăшăрсене — Надежда Евтихеевнăпа Александр Маркелович Жирновсене /Кĕçĕн Каçал/, Нина Васильевнăпа Петр Алексеевич Лаврушкинсене /Çĕнĕ Каçал/, Анна Максимовнăпа Петр Васильевич Ефимовсене /Кĕçĕн Çĕрпÿел/ — чысларĕç. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă уяв мероприятине пухăннисене чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов саламларĕ. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев, Тукай ял чиркĕвĕн настоятелĕ Леонтий атте те сăмах илчĕç. Вĕсем аллă çул ытла алла-аллăн тытăнса пĕр сукмакпа утакан мăшăрсене ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулма пултарнишĕн тав сăмахĕ каларĕç, "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе наградăларĕç. Библиотекарьсем çемьесен пур