Вăрçăра связист пулнă
Вăрçă никама та уйăрса тăмасть: ача-и эсĕ, ватă çын-и, хĕрарăм-и, арçын-и... Вăл никама та шеллемест, пурне те йывăрлăха кĕртсе ÿкерет, тем тĕрлĕ асаплантарать. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерĕве çывхартма арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те хăйсен пысăк тÿпине хывнă. Хĕр-хĕрарăмсен черчен хулпуççийĕсем çине тылри пĕтĕм йывăр ĕç тиеннĕ. Çавăн пекех фронта тухса кайса тăшманпа çапăçнă хĕрарăмсем те пулнă пирĕн районта. Лидия Титовна Титова çав çулсене хальхи пекех ас тăвать.
Тăшман пирĕн çĕршыв çине тапăннă вăхăтра Лида 18 çулти хĕр пулнă. Ун чухне вăл Канашра Перекет банкĕн уйрăмĕнче тăрăшнă. Хăрушă хыпар пĕлтернĕ çав куна кинемей халĕ те куççульленсе аса илет. 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче çамрăк хĕрсене, çав йышра Лидăна та, окоп чавма илсе кайнă. Çак ĕçре вĕсем апрель уйăхĕчче