Ялти шкулсенче ачасене нумай ҫул тарӑн пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе тӑрӑшнӑ вӗрентекенсем тивӗҫлӗ канӑва кайса пыраҫҫӗ. Вӗсен вырӑнне тӑма ҫамрӑк кадрсене явӑҫтарас тӗллевпе республикӑра «Земский учитель» программа ӗҫлет.
Иртнӗ эрнере Чӑваш республикин вӗренӳ министрӗ Д.А.Захаров программӑна хутшӑнакан вӗрентекенсемпе тӗл пулнӑ. Вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ, ыйтусем ҫине хуравланӑ. Вӗрентекенсем хӑйсем суйласа илнӗ ӗҫре тӑрӑшса вӑй хурасса, аслӑ педагогсенчен тӗслӗх илсе вӗсен ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӑсасса шаннине палӑртнӑ.
Пирӗн окргури шкулсенче асӑннӑ программӑпа кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче 2 вӗрентекен ӗҫлеме тытӑннӑ. Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче акӑлчан чӗлхине Юлия Алексеевна Васильева вӗрентет. Карина Борисовна Чумакова Асанкассинчи вӑтам шкулта ачасене математика предметне алла илме пулӑшать.
«Единая Россия» партин «Ҫӗнӗ шкул» проекчӗн тӗллевӗсем хушшинче педагогика ӗҫӗн хисепне ӳстерес, вӗренӳ учрежденийӗсене пултаруллӑ кадрсемпе тивӗҫтерес енсем те пур. Ку тӗлӗшпе округра та чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Тӗллевлӗ вӗрентесси, аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе ҫыхӑну тытасси тата ытти майсемпе те тӑрӑшаҫҫӗ.
/Хамӑр инф./.

