Воскресенье, 22 ноября

Пӗрле канашлани пӗлтерӗшлӗ

Пӗрле канашлани пӗлтерӗшлӗ

Ачасен шкулти пурнӑҫӗнче кӗнекесем пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем уроксенче вӗренме анчах мар хушма пӗлӳ илме те, тавракурӑмне аталантарма та пулӑшаҫҫӗ. Шкулсен библиотекисенче вӗренекенсем хӑйсене килӗшекен литература суйласа илме пултараҫҫӗ.

Октябрӗн 26-мӗшӗнче,  Пӗтӗм тӗнчери шкул библиотекин кунӗнче Комсомольски  1-мӗш вӑтам шкулӗнче  округри шкулсенчи библиотекарьсен семинарӗ иртрӗ. Пуҫтарӑннисен умӗнче чи малтанах округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗн  ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Е.Н.Соколова  сӑмах  илчӗ.  Евгения  Николаевна  уяв   ячӗпе  саламланӑ  май   шкулта тӑрӑшакан библиотекарьсем ачасене кирлӗ кӗнекесем суйласа илме пулӑшнипе пӗрлех пӗлӳ тӗнчине тарӑнрах кӗме майсем туса паракансем те пулнине палӑртрӗ. «Единая Россия» партин «Ҫӗнӗ шкул» проектне пурнӑҫлас тӗлӗшпе те вӗсем чылай ӗҫленине асӑнса хӑварчӗ.

Малалла специалистсем паянхи куншӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Округри ачасене хушма пӗлӳ паракан центрӑн методисчӗ Гелия Кадырова вӗренӳ\ учрежденийӗсене 2026_2027  ҫулсенче учебниксемпе тивӗҫтересси мӗнле пулса пыни пирки чарӑнса тӑчӗ. Урмаел вӑтам шкулӗн библиотекарӗ  Лилия Мингалеева «Книгозаказ» АИС ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Тукай Мишер вӑтам шкулӗн педагог-библиотекарӗ  Исламия Зинетуллина вӑйӑ тата проект технологийӗсемпе  усӑ курни ачасене кӗнекесем патне ытларах туртӑнма май панине каласа пачӗ.

Кӑҫал Раҫҫейре Халӑхсен  пӗрлӗхӗн, Чӑваш Республикинче Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсем пулнӑ май шкулсенче нумай  мероприятисем иртеҫҫӗ. Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче  ку тӗлӗшпе туса ирттернӗ ӗҫсем унти шкул библиотекарӗн Ирина Комиссарован сӑмахӗсенче  питӗ лайӑх курӑнчӗҫ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн педагог-библиотекарӗ Людмила Михайлова  кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнчи ӗҫ планӗ пирки ӑнлантарса пачӗ.

Паянхи шкул библиотеки кӗнекесем упранакан вырӑн анчах мар, информаци центрӗ те пулса тӑрать. Унта вӗренекенсем кӗнекесемпе паллашма ҫеҫ мар, хӑйсене кирлӗ материалсене хӑвӑрт тупма та пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та шкулсенчи библиотекарьсемшӗн  хӑйсен те пӗлӗвӗпе тавракурӑмне ӳстернипе пӗрлех  пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни, пӗрле сӳтсе явни кирлех. Шӑпах та  ҫакӑн пек семинарсем вӑл е ку ыйтӑва пӑхса тухма пулӑшаҫҫӗ те.

Елена Савельева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *