Республикӑра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Ҫу каҫа усӑ курнӑ ял хуҫалӑх техникине хӗл каҫма упраса лартасси пирки те шутлама вӑхӑт.
Ҫак кунсенче «Слава картофелю» агрофирмӑна Патшалӑх техника надзорӗн Чӑваш Енри инспекцийӗн начальникӗ, ял хуҫалӑх техникине упрам лартас енӗпе ирттерекен республикӑри конкурс председателӗ Владимир Димитриев, округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Патшалӑх техника надзорӗн инженерӗ Николай Райков ҫитсе курнӑ. Асӑннӑ предприятин машинӑпа трактор паркӗ округра чи пуяннисенчен пӗри. Кунта ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан машинӑсемпе агрегатсен тата ытти тракторсен ӗмӗрне вӑрӑмлатас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗҫсем вӗҫленсенех мӗнпур техникӑна ҫуса тасатса, тирпейлесе лартаҫҫӗ. Кӑҫал та ку енӗпе нумай ӗҫ туса ирттернӗ. Ҫитес ҫулхи ака-суха ӗҫӗсем пуҫланиччен кунти техника тирпейлӗ упранӗ.

