Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне ҫитес вӑхӑтра хута ямалла. Ҫавна май шкул патне илсе ҫитерекен ҫула ҫак кунсенче юсарӗҫ, ҫӗнӗ асфальт ҫул сарчӗҫ.
«40 лет Победы» урамри ҫула юсас ӗҫсем чӑннипех те хӗрӳ пычӗҫ. «Эльбрус» ООО ӗҫченӗсем 678 метр ҫула тата «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗ умӗнчи автомашинӑсем лартмалли вырӑна асфальт сарса хытарчӗҫ. Пӗтӗмӗшле ӗҫ хакӗ — 3,8 миллион тенкӗ. Халӗ вӑтам шкула ҫитерекен ҫул яка та тикӗс.

