Элпуҫ территори уйрӑмӗнче тӗрлӗ ӑрури моряксене асӑнса тунӑ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
«Тинӗс-Ҫар флотӗнче службӑра тӑнисен округри тӑванлӑхне тата ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑннисене пурне те чӗререн тав тӑватӑп. Ҫак палӑк пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, тӗрлӗ вӑхӑтра Тинӗс-Ҫар флотӗнче службӑра тӑрса Тӑван ҫӗршыва сыхланӑ тата хӳтӗленӗ моряк-ентешсен паттӑрлӑхне аса илтерсе тӑтӑр. Ӳсекен ӑрӑва патриотизм туйӑмне вӑйлатма пулӑштӑр», — тенӗ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин палӑк уҫнӑ ятпа иртнӗ митингра. Тинӗс-Ҫар флочӗн ветеранӗсем те сӑмах илсе калаҫнӑ. Каҫал тӑрӑхӗнчи моряксем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра та, мирлӗ вӑхӑтра та ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланине ҫирӗплетнӗ.
Вырӑнти культура ӗҫченӗсем тата Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем ҫарпа патриотизм тематикипе юрӑсем парнеленӗ.
Наталья Павлова.

