Кӑҫал манӑн 90 ҫул тултарнӑ темиҫе ҫынпа та тӗл пулса калаҫма тӳр килчӗ. Вӗсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ умӗн кун ҫутине килнӗ, ҫӗршывшӑн инкеклӗ ҫулсенче ӳснӗ, ун хыҫҫӑнхи вӑхӑтра ҫитӗнсе ҫитнӗ. Шӑпах вӗсем юхӑннӑ колхозсене ура ҫине тӑратма, халӑх хуҫалӑхӗн ытти сферисене ҫӗклеме пулӑшнӑ. Ҫамрӑклах суйласа илнӗ пурнӑҫ ҫулӗнчен ӗмӗр тӑршшӗпех пӑрӑнман. Сӑмахӑм вӗсенчен пӗрин ҫинчен пулӗ.
Комсомольски ялӗнче пурӑнакан Нина Петровна Старостина та нумай хур-шур курнӑ. Кӗтне Пасар ялӗнче ҫуралнӑскерӗн ачалӑхӗ вӑл вӑхӑтри ял хӗрӗсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман. Аслисемпе тан колхоз хирӗсенче тӑрӑшнӑ. Ҫи-пуҫ, апат-ҫимӗҫ енчен те йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернӗ. Хырхӗрри шкулне ҫӳренӗ вӑхӑтра ялсенче медицина пулӑшӑвӗ енчен кӑткӑс пулнине курнӑ. Ашшӗ, вӑрҫӑра медбрат пулнӑскер ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнайман. Унӑн ырӑ тӗслӗхӗ ҫамрӑк Нинӑна пурнӑҫне медицинӑпа ҫыхӑнтарма хистенӗ, тен, ҫынсене пулӑшас кӑмӑлӗ вӑйлӑ пулнӑ. Шкулта 7 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн 1952 ҫулта хӗр Канашри медицина училищине ҫул тытнӑ. Унта тӑрӑшса вӗреннӗ вӑл. Ҫавӑнпа та Комсомольскинчи район больницине практикӑна килсен В.В.Лаврова гинеколог ӑна тӳрех асӑрханӑ. Ҫамрӑк специалист мӗнле ӗҫленине сӑнаса тӑнӑскер, «Чӑннипех те акушер пулма ҫуралнӑ ҫын», — тесе палӑртнӑ. Медучилище пӗтернӗ хыҫҫӑн та пултаруллӑ хӗре ҫухатас темен вӑл, тӗп больницӑна ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ.
Ҫапла вара 1956 ҫултан пуҫласа Нина Петровнан пӗтӗм пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ хамӑр районти сывлӑх сыхлавӗпе тачӑ ҫыхӑнать, район больницинче фельдшер-акушерта ӗҫлеме пуҫлать. Кӗтне Пасар ялӗнчен Комсомольскине ӗҫе ҫуран ҫӳренӗ. Ирхине ир тӑрса район центрне вӑхӑтра ҫитмелле пулнӑ. Темӗнле ҫанталӑка та, лару-тӑрӑва та лекнӗ ӗнтӗ. «Ҫамрӑк пулнӑ та аптраман, хӑрама та пӗлмен пулӗ. Кӗркунне час ҫутӑлмастчӗ, хӑвӑрт тӗтӗмленетчӗ. Вӑрман урлӑ та иртме тивнӗ. Халӗ вӑл вӑхӑтсене аса илсен чун-чӗре сӳлетсе илет», — каласа парать Нина Петровна.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 50_60-мӗш ҫулӗсенче районта ача ҫуратакансем йышлӑ пулнӑ. «Пӗррехинче, манӑн смена вӑхӑтӗнче 8 пепке кун ҫути курчӗ. Ҫемьере 8_9 е ытларах та ача пур ҫемьесем йышлӑччӗ. Уйрӑмах тутар хӗрарӑмӗсен ачисем нумайччӗ. Районта йывӑр ҫын хӗрарӑмсен шучӗ пысӑк пулсан та тин ҫуралнисем вилнӗ тӗслӗхсем питӗ сахал пулнӑ. Ун пеккисене 2-3 анчах ас тӑватӑп. Хӗрарӑмсен тӗреклӗ, сывлӑхлӑ пепкесем кун ҫутине килеччӗҫ. Эпир ялсене ҫитме йывӑр пулсан та тӑтӑшах тухса ҫӳреме тӑрӑшнӑ. Ача кӗтекен хӗрарӑмсен сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнӑ, калаҫусем ирттернӗ. Ачасене район центрӗнче ҫеҫ ҫуратма хушнӑ. Аякран килекенсем унта ҫитеймесӗрех ҫул ҫинче ҫӑмӑлланнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ. Пӗррехинче хӗрарӑма хӗллехи вӑхӑтра ҫуна ҫинчех ҫураттартӑмӑр. Пепкене хӑвӑртрах ӑшӑ япалапа чӗркесе чиперех больницӑна илсе ҫитертӗмӗр», — аса илет Н.Старостина.
1959 ҫулта вӑл Александровка каччипе пӗрлешсе ҫемьеллӗ пулать. Унтан та вӑл малтанхи вӑхӑтра ҫуран больницӑна ҫӳрет.Тепӗр ҫул вара ялта медицина ӗҫченӗ пулманнипе Нина Петровнӑна Александровкӑри фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӑл ку саласӑр пуҫне Крестниково, Комаровка, Луцки ялӗсенче пурӑнакансен сывлӑхӗсене тӗрӗслесе, пӑхса тӑрать.
Комсомольскинчи Мускаври «Эмитрон» заводӑн филиалӗнче нумай ҫын вӑй хунӑ. Унӑн ертӳҫисем ӗҫлекенсен сывлӑхне ҫирӗплетес енӗпе чылай тӑрӑшнӑ, укҫа-тенкӗ нумай уйӑрнӑ. Кунти медпунктра физиотерапи енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра кунта Нина Петровна вӑй хунӑ. «Ултӑ аппарат вырнаҫтарнӑччӗ, сывлӑхӗсене ҫирӗплетме заводра ӗҫлекенсем анчах мар, район центрӗнче пурӑнакансем те ҫӳретчӗҫ», — каласа парать Н.Старостина.
Нина Петровна районти сывлӑх сыхлавӗнче 52 ҫул тӑрӑшнӑ. Комсомольскинчи тӗп больницӑри ача ҫуратмалли уйрӑмра акушеркӑра, физиотерапи кабинечӗн медсестринче тӑрӑшса пациентсенчен нумай ырӑ сӑмах илтнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва кайсан та хӑйӗнчен пулӑшу ыйтакансене хирӗҫлемен.
Мӑшӑрӗпе вӗсем пӗр ывӑлпа хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ. Иккӗшӗ те кунӗпех ӗҫре пулсан та вӗсене тивӗҫлӗ вопитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Халӗ ӑна 2 мӑнукӗ, 4 мӑн мӑнукӗ савӑнӑҫ параҫҫӗ. Вӗсем тӑтӑшах асламӑшӗ-кукамӑшӗ патӗнче пулаҫҫӗ.
Хӑй суйласа илнӗ ӗҫре нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Нина Петровна нумай наградӑна тивӗҫнӗ. Чи пахи вара вӑл пулӑшнӑ ҫынсем тав туни.
«Медицина учрежденийӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑ хыҫҫӑн та эпӗ ача ҫураттарма пулӑшнӑ ҫынсем, ман патра сывлӑхне ҫирӗплетнӗ пациентсем урамра курсан палласа илсе тав тӑватчӗҫ. Вӗсен сӑмахӗсем ман чуна ӑшӑтатчӗҫ. Апла пулсан хамӑн ӗмӗрте ырӑ ӗҫ тунӑ, ҫынсене пулӑшма пултарнӑ. Ҫакӑншӑн савӑнатӑп», — хӑпартланса пӗлтерет медицина ӗҫӗн ветеранӗ.
Ҫак кунсенче Нина Петровна Старостина 90 ҫулхи сумлӑ юбилейне паллӑ тӑвать. Хӑйӗн пурнӑҫне халӑх сыхлавӗшӗн панӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр, пурнӑҫӗнче ӑнӑҫу ҫеҫ кӗттӗр.
Юрий Гаврилов.

