Вторник, 13 октября

Кану каҫӗ савӑк кӑмӑл парнелерӗ

Кану каҫӗ савӑк кӑмӑл парнелерӗ

Йӑлмахва культура ҫуртӗнче вырӑнти культура ӗҫченӗсемпе пӗрле Ваттисен кунне халалланӑ уяв каҫӗ йӗркелерӗмӗр.

Пуҫтарӑннисене Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ Лина Афанасьева тата ветерансен канашӗн председателӗ Нина Смирнова ӑшшӑн саламларӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, тапса тӑракан вӑй-хал, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ. Кайнлӑк территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсем уява пынӑ хӑнасене чуна пырса тивекен юрӑсемпе саламларӗҫ. Вӗсем хатӗрленӗ кулӑшла сценкӑсем куракансене савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ.

«Женские имена в истории Комсомольского муниципального округа» сӑн ӳкерчӗксен куравӗпе пурте интересленсех паллашрӗҫ. Унти кашни сӑн ӳкерчӗк — пулас ӑрусем валли типтерлӗн упраса хӑварнӑ пӗчӗк истори. Ҫак хӗрарӑмсен шӑписем тӑван енпе тачӑ ҫыхӑннӑ, вӗсен ӗҫӗпе ырӑ кӑмӑлӗ округӑн пурнӑҫӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ. Хӑнасем сӑн ӳкерчӗксенче паллакан сӑнсене шырарӗҫ, вӗсемпе ҫыхӑннӑ хӑйсен аса илӗвӗсемпе пӗр-пӗрне паллаштарчӗҫ.

Уявӑн программинче ҫӗнӗ литературӑпа паллашасси те пулчӗ. Библиотекӑн фончӗ таврапӗлӳ кӑларӑмӗсемпе, ӳнер прозипе, йӑласем тата культура ҫинчен калакан кӗнекесемпе пуянланнӑ. Библиотекарь вӗсем ҫинчен каласа панине пуҫтарӑннисем интересленсех итлерӗҫ. 

Уяв каҫӗ питӗ кӑмӑллӑ иртрӗ. Вӑл аслисен опытне хакламалли, иртнине ас туса тӑмалли, хамӑрӑн историе пулас ӑрусене парса пыни питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен аса илтерчӗ. Кану каҫне йӗркелесе ирттерекенсем мероприятин спонсорне «Слава картофелю» агрофирмӑна чӗререн тав тӑваҫҫӗ. 

Ӗмӗрӗпех ӗҫре пулнӑ, хура-шурне нумай курнӑ ватӑсем чыс-хисепе тивӗҫлӗ. Ваттисен кунӗ тахҫантанпах курман ял ҫыннисене пӗрле пуҫтарӑнса калаҫма, иртнине аса илме, ушкӑнпа савӑнма май паракан уявсенчен пӗри пулса тӑрать.

Альбина Ефремова,

библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *