Ҫитес ҫул Киров поселокне пуҫласа янӑранпа 80 ҫул ҫитет. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра тӑшмансене хирӗҫ вӑрҫӑ хирӗсенче юн тӑкнӑ фронтовиксем, тылра ырми-канми вӑй хунӑ хӗрарӑмсем ҫӗнӗ ҫӗре куҫса ял ҫӗклеме хӑраса тӑман. Талкӑшпех тем ҫӳллӗш мӑян-эрӗм ашкӑракан вырӑнсенче ҫум курӑка кӑкласа тырпул акмалли ҫӗр лаптӑкӗсем хатӗрлеме вӗсене пӗрре те ҫӑмӑл пулман. Яла пуҫарса янӑ ҫӗрте ӗҫленӗ ҫынсем халӗ пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ. Анчах та паян пурӑнакансен, ҫамрӑксемпе ачасен вӗсем ҫинчен пӗлмеллех.
Арсентий Егорович Титов вӗсенчен пӗри. Вӑл Хирти Ӗнел ялӗнче ӳссе ҫитӗннӗ. 1937 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Авиаци полкӗнче службӑра тӑнӑ. 1940 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче яла таврӑнса мирлӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Анчах та тепӗр ҫултанах унӑн каллех салтак шинелӗ тӑхӑнма тивнӗ. 1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче нимӗҫ фашисчӗсем сӗмсӗррӗн пирӗн ҫӗршыв ҫине тапӑнса кӗнӗ. Арсентий вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех, тӗрӗсрех июнӗн 26-мӗшӗнче фронта тухса кайнӑ. 89-мӗш стрелоксен полкӗн йышӗнче чылай ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Ҫав ҫулах А.Титов аманнӑ, Торопец, Владимир, Кокшетау тата ытти хуласенчи госпитальсенче сипленнӗ хыҫҫӑн каллех ҫапӑҫу хирне тухса кайнӑ. Сержант тӗрлӗ ялсемпе хуласене ирӗке кӑларас енӗпе пынӑ ҫапӑҫусенче пулнӑ. 1942 ҫулта иккӗмӗш хут сусӑрланнӑ. Сывалса ҫитсен каллех строя тӑнӑ. Хӗвел тухӑҫ фрончӗн йышӗнче тӑшмана каялла хӑваланӑ. Виҫҫӗмӗш хут вара сурансем уйрӑмах йывӑр пулнӑ. Сивӗ юр ҫинче выртса икӗ урин лаппин малти пайӗсене тӑм илтернӗ, вӗсене касма тивнӗ.
1943 ҫулта унӑн яла таврӑнма тивнӗ. Кунта та канлӗ пулман, аманнӑ пулсан та вӑл куллен колхоз ӗҫне хутшӑннӑ. Мӗн вӑй ҫитнӗ таран Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. 1947 ҫулта вӑл Нӗркеҫ хӗрӗпе ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫав ҫул вара ялта пурӑнакансенчен хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ ҫӗре куҫса каяс шухӑшпа пурӑннӑ. Ҫанталӑк ӑшӑтсан ҫынсем хальхи Киров поселокӗ ларакан вырӑна ҫитнӗ.
«Манӑн атте, хӑй сусӑр ҫын пулнипе пулӗ, ку шухӑша ырламан. Анчах та анне, урӑх ҫӗре куҫса каяс кӑмӑлӗ пысӑк пулнипе, тӗллеве пурнӑҫлас тесе ҫине тӑнипе — килӗшнӗ. Ҫапла вара вӗсем те пушӑ, хуралтӑсемсӗр вырӑна тухса кайнӑ. Манӑн анне питӗ пултаруллӑскер, пӗр ӗҫрен те хӑраманскер пулнӑ. Пурнӑҫра хура-шурне нумай курнӑскер йывӑрлӑхсенчен шикленсе тӑман. Ҫӗнӗ ҫӗрте вӗсем малтан тӑмпа шӑлса ҫурт тунӑ. Ҫаксене эпӗ атте-анне сӑмахӗсем тӑрӑх анчах пӗлетӗп», — каласа парать Титовсен аслӑ хӗрӗ Елизавета.
Пурӑна-киле ялта ҫурт-йӗр строительстви анлӑ сарӑлса каять. Уй-хирти ӗҫсенчен пушӑрах вӑхӑтра, ял халӑхӗ пурте пӗрле тӑрӑшса, нимелле ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗклеҫҫӗ. Ку ӗҫсенчен никам та айккинче юлман, ватӑсем те, ачасем те мӗн пултарнӑ таран пулӑшма тӑрӑшнӑ. Арсентий Егорович йывӑр ӗҫсене тума пултараймасан та яланах халӑхпа пӗрле пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра чӳречесене, пӳрт ҫамкисене тӗрӗллӗ тунӑ. А.Титов вара эрешсене йывӑҫран касса хатӗрленӗ ҫӗрте хастар вӑй хунӑ.
«Аттепе анне колхоз ӗҫне те хастар хутшӑннӑ. Вӗсен 6 ачине ура ҫине тӑратмалла пулнӑ-ҫке. Эпир, ачисем мӗн пӗчӗкренех аслисене хисеплеме хӑнӑхса ӳснӗ. Аттепе аннене йывӑр килнине туйнӑ. Ҫавӑнпа та килти ӗҫсене хамӑрах пурнӑҫлама тӑрӑшаттӑмӑр. Атте хӗлле те, ҫулла та кӑҫатӑпа, патакпа ҫӳретчӗ. Мӗн тери йывӑр килнӗ ӗнтӗ ӑна. Суранӗсем ыратнӑ, паллах. Анчах та ҫакна вӑл кӑтартмастчӗ, палӑртмастчӗ. Вӑрҫӑ ҫинчен те каласа панине илтмен. Ҫав тери пысӑк инкек кӑтартнӑ та вӑл, аса илсе тепӗр хут чӗрине ыраттарас килмен пулӗ. Вӑрҫӑ суранӗсене пулах пурнӑҫӗ те ир татӑлчӗ, 54 ҫултах пиртен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ», — аса илет Елизавета Арсентьевна Самарина.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи паттӑрлӑхшӑн Арсентий Егоровича «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗшӗн», «Паттӑрлӑхшӑн» медальсемпе наградӑланӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче поселокри хисеплӗ ҫынсенчен пӗри пулнӑ.
Ашшӗн, аслашшӗн, кукашшӗн ырӑ сӑнарӗ ачисен, мӑнукӗсен асӗнче ӗмӗрлӗхех упранать.
Юрий Гаврилов.

