Вторник, 13 октября

Воспитательсем – ачасен аслӑ тусӗсем

Воспитательсем – ачасен аслӑ тусӗсем

Шкул ҫулне ҫитмен чылай ачашӑн садиксемпе яслисем иккӗмӗш кил пулса тӑраҫҫӗ. Кунта вӗсем тавракурӑмне анлӑлатас, шухӑшлавне аталантарас, творчество енне туртӑнас тата ытти енсемпе пӗрремӗш утӑмӗсене тӑваҫҫӗ.

Ача садӗнче пӗчӗккисем  теттесемпе выляҫҫӗ, апат ҫиеҫҫӗ, ҫывӑраҫҫӗ ҫеҫ тесе шутлакансем те пур. Чӑнах та кунта вӗсене тӗрлӗ вӑйӑсем выляма пур условисем те ҫителӗклӗ. Апат енчен те меню пуян. Кану вӑхӑчӗ те пур. Анчах та кун тӑршшӗпе ачасене савӑнтараканни, хавхалантараканни нумай япала пулса иртет. Ӳсӗмӗсене кура  вӗсем ӳкерме те, тӗрлӗ япаласем ӑсталама та, юмах тӗнчине лекме те, юрлама-ташлама та, экскурсисенче пулма та ӗлкӗреҫҫӗ. Ҫак шухӑшсене палӑртать Комсомольскинчи  «Радуга» ача сачӗн заведующийӗ Анна Николаевна Албутова.

— Садике пӗчӗкренех ҫӳрекенсем шкул ҫулне ҫитиччен партӑсем хушшине ларса пӗлӗвӗн анлӑ тӗнчине кӗме хатӗр вӗренекенсем пулса ҫитӗнеҫҫӗ. Воспитательсем пӗчӗккисен пурнӑҫне интереслӗрех, хаваслӑрах йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫулталӑкри пӗр уяв та, паллӑ кун та воспитательсенчен сиксе юлмасть тесен те тӗрӗс. Ҫавӑнпа та садикре тӑтӑшах мероприятисем йӗркелетпӗр. Юмах каҫӗ-и вӑл, вӑйӑ-и,  тематикӑлла калаҫу-и — унта кашни ача хутшӑнать. Ача пур енчен те аталанса ӳстӗр тесе тимлетпӗр. Ачасене музыка тӗнчине илсе кӗрес тесе ҫӗнӗ юрӑсем, ташӑсем вӗренетпӗр. Садикра уявсенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнипе пӗрлех пӗчӗккисем муниципалитет шайӗнчи мероприятисене те хутшӑнаҫҫӗ. Округра иртнӗ «Сельский перепляс», «Хунав», «Звонкие голоса» тата ытти фестиваль-конкурссенче ача сачӗн воспитанникӗсем лауреатсем пулса тӑнӑ. Тӑван чӗлхене юратассине ачаранах вӑйлатас тесе   чӑваш тата тутар чӗлхисемпе «Чӑвашлӑх чунра», «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи», «Читаем Мусса Джалиля» тата ытти конкурссенче хастар пулнӑ,— палӑртать Анна Николаевна.

Ачасем вӑй-халне ҫирӗплетсе пыччӑр тесе те чылай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Садике ҫӳрекенсем ГТО нормативӗсене пурнӑҫланӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче те хастар. Ача сачӗсене ҫӳрекенсем хушшинче йӗркеленӗ «Малышиада» конкурсра кунти воспитанниксем ҫӗнтерӳҫӗсен йышне те кӗнӗ.

Садикра агролаборатори те тухӑҫлӑ ӗҫлет. Ачасем  тӗрлӗ ҫимӗҫсем акса-лартаҫҫӗ, вӗсене хӑйсемех пӑхса ҫитӗнтереҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене мӗн пӗчӗкренех ҫӗр ӗҫне юратма, хӑйсен тӑрӑшулӑхӗпе ҫимӗҫ туса илме хавхалантармалла. «Агролаборатория в детском саду» округри  конкурсра  кунти воспитанниксем хӑйсене ырӑ енчен кӑтартнӑ.

Ҫӗршывра тата республикӑра ирттерекен патриотизмла акцисене те воспитательсем ачасене явӑҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем «Пасхальная открытка солдату», «Рисуем Победу» тата ытти акцисене хаваспах хутшӑннӑ.   «Тебе, Великая страна! Тебе, Великая Победа!» конкурсра та палӑрнӑ. Мӗн пӗчӗкрен Тӑван ҫӗршыва юратма, ӑна хаклама хӑнӑхтарса ӳстересси — кунта ӗҫлекенсен тӗп тӗллевӗ.

«Новая школа» проектра кӗҫӗн ҫулсенчех ачана пулас професси суйласа илме майсем туса парас енӗпе ӗҫлемеллине палӑртнӑ.  Ҫак тӗллевпе те кунта ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Садикра профессисем пирки каласа панипе ҫырлахмаҫҫӗ, производство объекчӗсене те ҫитсе кураҫҫӗ. Кунта ушкӑнсемпе час-часах экскурсине тухса ҫӳресси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал вӗсем Комсомольскинчи «Хлебозавод» ООО-ра, «Шеф-самурай» кафере,  стоматолог кабинетӗнче, ДОСААФ уйрӑмӗнче, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне тунӑ ҫӗрте тата ытти учрежденисемпе предприятисенче пулса курнӑ. Ҫакӑ ачасене ӗҫ профессийӗсем пирки тӗплӗнрех пӗлме май парать. Садикре магазинла, тухтӑрла, парикмахерла выляни те вӑл е ку ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене туйма май парать. Экскурси тенӗрен вӗсем Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх  музейӗн яланхи хӑнисем тесен те тӗрӗсех пулӗ. Комсомольскинчи библиотекӑра та час-часах пулаҫҫӗ. Кунта кӗнекесемпе паллашнипе пӗрлех мероприятисене те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Ача садӗнче ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗпе калаҫусем ирттернипе пӗрлех вырӑна тухса хӑйсене автомашина ҫӳрекен вырӑнсенче мӗнле тытмаллине ӑнлантарса параҫҫӗ.

Пӗчӗк ачасемпе ӗҫлесси ҫӑмӑл мар. Вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне ӑнланма пӗлни питӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Воспитательсен ачасене вӗрентекенӗ пулнипе пӗрлех вӗсен аслӑ тусӗсем пулмалла.

«Радуга» ача садӗнче пултаруллӑ, хӑйсен ӗҫне юратса,  суйласа илнӗ, чун-чӗре ыйтнипе пурнӑҫлакан  ҫынсем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем мӗн пӗлнипе ҫеҫ лӑпланса лармаҫҫӗ, пӗлӗвне                         ӳстерсе пыраҫҫӗ. Т.В.Саванина, А.А.Матроскина, С.В.Михайлова, Н.С.Шарипов, А.З.Кислякова, И.В.Калакова, А.А.Камальтдинова, Л.Ф.Габдуллова тата ытти ӗҫченсен пултарулӑхӗпе тӑрӑшулӑхне вӗсем хатӗрленӗ ачасем округ шайӗнчи конкурссемпе фестивальсенче ҫӗнтерсе туллин ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

А.П.Боровкова воспитатель кӑҫал хастар ӗҫшӗн ЧР Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. «Новая школа» проектӑн муниципаллӑ координаторӗ ҫумӗнчи Обществӑлла палата председателӗ, ача сачӗн заведующийӗ А.Н.Албутова «Управленческая команда — 2026» республикӑри  конкурсӑн финалне тухнӑ. Педагогсен августри канашлӑвӗнче  Р.Н.Минетуллина округ администрацийӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Коллективра хӑйсен кулленхи ӗҫпе ырӑ ят ҫӗнсе илнисем татах та нумайӑн. Вӗсем пурте пӗр тӗллевпе, садикрен пур енӗпе те аталанса ҫирӗпленнӗ ача шкул сакки ҫине лартӑр, малашнехи пурнӑҫра ырӑ кӑмӑллӑ, вӑй-хал енчен ҫирӗп ҫын пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Професиллӗ уяв ячӗпе «Радуга» ача сачӗнче вӑй хуракансене ҫеҫ мар округри шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе ӗҫлекенсене пурне те саламласа пурнӑҫра, ӗҫре ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *