Вторник, 13 октября

Пӗрремӗш вырӑншӑн —  Диплом

Пӗрремӗш вырӑншӑн —  Диплом

Кӑҫал Чӑваш республикин Культура, национальноҫ ӗҫӗсен тата архив ӗҫ министерстви «Культура малой Родины» проектпа «Автоклубы в ритме Победы» фестиваль конкурс йӗркеленӗ.

Округсенчи культура ӗҫченӗсем ҫу каҫа инҫетри ялсене автоклубсемпе тухса ҫӳресе халӑха концерт программисемпе тата ытти мероприятисемпе савӑнтарнӑ.  Вӗсенче совет халӑхӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗпе хӑюллӑхӗн тематики тӗп вырӑнта тӑнӑ.

Нумаях пулмасть Шупашкарти Трактор  тӑвакансен культура керменӗнче фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ. ЧР Культура министрӗ Светлана Каликова Комсомольскинчи централизациленӗ клуб системинчи автоклуб ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Вӗсеми республикӑри фестиваль-конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннине палӑртса Дипломпа наградӑланӑ. Савӑнӑҫлӑ церемоние пирӗн округри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен мӑшӑрӗсемпе амӑшӗсен ансамблӗ хутшӑннӑ. Вӗсем  хӑйсен номерӗсенче патриотизм  тематикине пысӑк вырӑна хураҫҫӗ, Тӑван ҫӗршыв хаклӑхӗ пирки юрӑсем шӑрантараҫҫӗ.

Округри культура ӗҫченӗсен малашне те ӑнӑҫусем пулччӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *