Комсомольскинче ҫӗнӗ шкул хута каясса кашниех чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Педагогсемпе вӗренекенсем пушшех те. Паянхи куна кунта строительство ӗҫӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыраҫҫӗ. Ҫакна округ администрацийӗ тимлесех тӑрать. Кашни эрнерех строительство лапамӗнче ӗҫлӗ канашлу иртет.
Тӗпрен илес пулсассӑн, вӑтам шкула ҫитес вӑхӑтра хута яма палӑртаҫҫӗ. Строительсем ӗҫе 93 процент чухлӗ пурнӑҫланӑ. Шкул ҫурчӗ хатӗр, ҫуртӑн тӑррине витнӗ, чӳречесем лартнӑ, коммуникацисене йӗркене кӗртнӗ, шалти ӗҫсем активлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ: линолеум сараҫҫӗ, маччасене тӑваҫҫӗ, пушар сигнализацийӗсене вырнаҫтараҫҫӗ… Унпа пӗрлех вӑтам шкул территорине те тирпей-илем кӗртме тытӑннӑ: брусчатка сараҫҫӗ, спорт лапамӗсене хатӗрлеҫҫӗ… Ӗҫӗ чӑннипех те нумай. Шкул территорийӗнче кунсерен 110 ҫын тӑрӑшать, 12 техника ӗҫе пурнӑҫлать.
«Ҫӗнӗ шкул» наци проекчӗн муниципалитетри координаторӗ, округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Евгения Соколова пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑтам шкула хута ярас енӗпе строительсем аван тӑрӑшаҫҫӗ, планпа килӗшӳллӗн шалти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ, шкул территорийӗнче те ӗҫ шавӗ самантлӑха та лӑпланмасть. Паянхи куна сӗтел-пукан, тӗрлӗ техника туянассипе тимлеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсене кӳрсе килсе, вырнаҫтарса лартмалла.
Ӗҫсем планпа палӑртнинчен пӑртак каярах юлса пыраҫҫӗ пулсассӑн та, ҫӗнӗ шкул алӑкӗсем ҫитес вӑхӑтра уҫӑласса шанатпӑр. Ҫавӑнпа та кашниех ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлас тесе тимлет. Малашне кунта тарӑн та паха пӗлӳ илме пур услови те пулӗ. Вӑтам шкул 640 ачана йышӑнӗ.
Алевтина Антонова.

