Вторник, 13 октября

Професси уявӗпе саламланӑ

Професси уявӗпе саламланӑ

Ҫак кунсенче Шупашкарта Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта пирӗн муниципаллӑ округ делегацийӗ те хутшӑннӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципаллӑ влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсене професси уявӗ ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, кунсерен халӑхпа ӗҫлени мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. «Пурнӑҫри ыйтусене татса парас енӗпе малта пырасси, ҫынсене илтесси, хӑвӑрт пулӑшу кӳресси — хӑйне уйрӑм мисси. Пирӗн тӗллев — кашни ыйтӑва асӑрхасси, ун тӑрӑх ӗҫлесси, татса парасси», — тенӗ вӑл.

Уявра вырӑнти хӑйтытӑмлӑха аталантарассине пысӑк тӳпе хывнӑ ӗҫченсене тӗрлӗ шайри наградӑсемпе чысланӑ. Вӗсем хушшинче пирӗн округ ҫыннисем те пур. Акӑ, Урмаел территори уйрӑмӗн начальникӗ Айрат Ямалетдинов Чӑваш Республикин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне Альберт Кузьмина вырӑнти хӑйтытӑмлӑха аталантаракан Пӗтӗм Раҫҫейри ассоциацин Хисеп грамотипе чысланӑ.  

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *