Пирӗн округра вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫынсем нумай. Вӗсем пуян пурнӑҫ опычӗпе, йывӑрлӑхсем умӗнче пуҫ усманнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Йӑлмахва ялӗнчи тыл ветеранӗ Елизавета Рыжова та пурнӑҫ ҫине яланах пысӑк хавхаланупа пӑхать. Нумаях пулмасть вӑл 96 ҫул тултарнине уявланӑ.
Ҫак паллӑ пулӑмпа ӑна Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Ольга Васильева тата Альбина Ефремова библиотекарь ӑшшӑн саламланӑ. Вӗсем юбиляра РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн тата Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Николай Раськинӑн саламлӑ ҫырӑвӗсене панӑ, асӑнмалӑх парнесемпе савӑнтарнӑ.
Паянхи кун 90 ҫултан каҫнӑ ҫынсен пурин те тенӗ пекех шӑпи ҫӑмӑл пулман. Вӗсен вӑрҫӑ вӑхӑтне тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсене, выҫлӑха тата ытти терт-нушине чӑтма тивнӗ. Елизавета Григорьевна та пурнӑҫӗнче тем те курнӑ. Вӑл ачаллах колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ: тырӑ вырнӑ, утӑ ҫулнӑ, вӑкӑрпа кӗлтесене турттарнӑ. Ҫитӗнсен хӑма заводӗнче те, ҫул сарнӑ ҫӗрте те, торф кӑларнӑ ҫӗрте те вӑй хума тивнӗ унӑн. Унтан нумай ҫул тӑван колхозра пахча ҫимӗҫ бригадинче тӑрӑшнӑ. ,ҫченлӗхне кура унӑн сӑн ӳкерчӗкӗ районти Хисеп хӑми ҫинчен кайман.
Халӗ Елизавета Григорьевнан чи пысӑк пуянлӑхӗ — ачисемпе мӑнукӗсем. Мӑшӑрӗпе Анатолий Егоровичпа вӗсем 8 ача ҫуратса ӳстернӗ, тивӗҫлӗ воспитани парса анлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Вӗсен 4 ывӑлӗ те салтака кайма юрӑхлӑ пулнӑ, ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ. 4 хӗрӗ те чун юратнӑ професси суйласа аслӑ пӗлӳ илме пултарнӑ. Кинемейӗн халӗ — 20 мӑнукпа 22 мӑн мӑнук! Вӗсем ӑна хисеплени, юратни, ҫемье ӑшши парнелени уншӑн темрен те хаклӑ.
Хастар та ӗҫченскер паянхи кун та ҫулне кура мар вӑр-вар кинемей. Вӑл ялта кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать, ахаль ларса тӑмасть, килти ӗҫсене тума та пулӑшать. Ҫамрӑкла вӑрҫӑ нушине курнӑскер паянхи кун та самана лӑпкӑ марришӗн пӑшӑрханать, ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксене ҫӑмӑлрах пултӑр тесе вӗсене валли чӑлха-нуски куллен ҫыхать. Хисеплӗ кинемее малашне те иксӗлми вӑй-хал, ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.
Наталья Калашникова.

