Вторник, 13 октября

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли).

Аталану ҫулӗпе малалла

Партипе правительство колхозсенчен ытларах выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗ ыйтнӑ. Анчах та фермӑсенчи лару-тӑру ҫав тери кӑткӑс пулнӑ. Ура ҫинче ҫирӗпрех тӑракан хуҫалӑхсем ҫӗнӗ витесем туса унти ӗҫсене май килнӗ таран механизацилеме тӑрӑшнӑ. Анчах та пур ҫӗрте те пӗр пек пулман.  Райӗҫтӑвкомӑн ял хуҫалӑх пайӗпе пӗрле хаҫат сотрудникӗсем фермӑсенче рейдсенче пулнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗрте чӑтма ҫук йывӑр лару-тӑру пулнине хаҫатра ҫырса пӗлтернӗ. Витесем сивӗ пулнипе тислӗк, шыв шӑнса ларнине, пӗчӗк пӑрусем чӗтресе тӑнине палӑртнӑ.

Выльӑх-чӗрлӗх апачӗ ҫителӗксӗр пулсан пысӑк продуктивлӑх пирки калаҫма ҫук. Колхозсем утӑ, улӑм, тырӑ фуражӗ, силос чылай хатӗрленӗ. 1969 ҫулсенче сенаж хума пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех ҫулҫӑллӑ апат та янтӑлама тӑрӑшнӑ. «Ҫулленех ҫулҫӑллӑ турат чылай хатӗрлекенччӗ. Кӑҫал тата та ытларах — 3000 лав касса типӗтетпӗр. Ҫулҫӑллӑ туратсем хатӗрлеме 6 бригадӑра 6 звено йӗркелетпӗр», — тет «Россия» колхоз председателӗ В.Краснов (1969 ҫулхи июнӗн 12-мӗшӗ).

Малта пыракан выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансене сӑмах парса хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе хаҫат страницисенче тӑтӑшах паллаштарма ыйтнӑ. Акӑ, 1965 ҫулхи декабрӗн 18-мӗшӗнчи номерӗнчи «Красный Октябрь» колхоз дояркин Л.В.Васильеван сӑмахӗсене илсе кӑтартам-ха. «Ӗнесене халь ҫакӑн пек йӗркепе пӑхатпӑр. Ирхине 3 сехет те 30 минутра пӑтратса паратпӑр, унтан кашни  ӗне валашки ҫине 10 килограмм кӑшман хурса тухатпӑр, кун хыҫҫӑн типӗ улӑм паратпӑр та сума тытӑнатпӑр. Кӑнтӑрла ӗнесем кукуруза силосӗ тата пӑспа пӗҫернӗ улӑм ҫиеҫҫӗ. Улӑмне пӗр килограмм ҫӑнӑх ярса тутлантаратпӑр. 16 сехетре кӑшман, унтан каллех типӗ улӑм ҫитеретпӗр. Ҫӗрле ӗнесем силос е улӑм ҫиеҫҫӗ. Пӗлтӗр ӗнесене хӗлӗпех йӳҫӗтнӗ апат панӑ, кӑҫал та кӗркунне ҫитсенех хатӗрлеме тытӑнтӑмӑр ӑна. Йӳҫӗтнӗ апата шыв ҫине ҫӑнӑх, тӑвар, пурӑ, хыр-чӑрӑш лӑссине авӑртса тунӑ ҫӑнӑх тата ҫӗпре ярса тӑватпӑр. Хӗлле ӗнесене ӑшӑ шыв ӗҫтеретпӗр. Вите яланах таса. Тислӗке кун каҫиччен виҫӗ хут кӑларатпӑр. Каҫ валли ӗнесен айне типӗ улӑм сарса паратпӑр». Вӑл доярка ҫав ҫул вунпӗр уйӑхра кашни ӗнерен 3032 килограмм сӗт сунӑ. Ку районта чи пысӑк кӑтартусенчен пӗри шутланнӑ.

Районта ҫул-йӗр тӑвас ӗҫсем пынӑ. Ҫак енӗпе хыпарсем нумай. «Юлашки вӑхӑтра Сталин ячӗпе тӑракан колхоз та ҫул-йӗр ӗҫне массӑллӑ тытӑнчӗ. Ку артелӗн кашни кунах чул турттарнӑ ҫӗрте 3 автомашина тата 250 ҫын ҫуран ӗҫлет» (1961 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗ). «Урожай» колхозӑн кӑҫалхи ҫул-йӗр строительствин икӗ уйӑхлӑхӗнче 40 пин кубла метр ҫӗр ӗҫ тумалла  — Тури Тимӗрчкассипе Шурут хушшинчи ҫула юсамалла» (1967 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗ). «Хирти Мӑнтӑр айккинче ҫак кунсенче хӗрӳ ӗҫ шавӗ тӑрать. Кунта ҫӗнӗ ҫул тӑваҫҫӗ. Вӑл — Елчӗк ҫулӗ» (1967 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗ). «Чи малтанах Комсомольски — Ҫӗнӗ  Мӑрат ҫулӗ ҫинче 2 километр тӑршшӗ чул сармалла. 2 кӗпер (вӗсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 62 метр пулмалла) тумалла, 101 метр тӑршшӗ тимӗр-бетон пӑрӑхсем хывмалла»,  «60 пин кубла метр чухлӗ ҫӗр хӑпартмалла», — палӑртать «Вӑхӑт иртет — хӗрӳлӗх сисӗнмест-ха» статьяра ҫул-йӗр участокӗн начальникӗ С.Совин ҫул-йӗр икӗ уйӑхлӑхӗнче пурнӑҫламалли ӗҫсем пирки (1968 ҫулхи  июнӗн 15-мӗшӗ).

Пур хуҫалӑхсенче те кукуруза ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Унӑн лаптӑкне ӳстернипе пӗрлех пысӑк тухӑҫ илес тесе ҫине тӑрса ӗҫленӗ. Хаҫатра «Кукуруза — ялхуҫалӑхӗн оркестрӗнчи пӗрремӗш скрипка» текен чӗнӳ куҫ тӗлне пулчӗ. Ҫак культурӑна «уй-хир пики» тесе ят панӑ та ӑна ҫитӗнтерес тесе колхозсем анчах мар, шкул ачисем те тӑрӑшнӑ. «Шурут 8 ҫул вӗренмелли шкул ачисем  2-мӗш комплекслӑ бригада ҫӗрӗ ҫинче 15 гектар кукуруза силослӑх пӑхса ҫитӗнтереҫҫӗ. Ӑна пӑхса ӳстерме ачасенчен 14 звено йӗркелерӗҫ» (1964 ҫулхи майӑн 25-мӗшӗ).

Колхозсене хуратул, вир, сахӑр кӑшманӗ ӳстерме вӗрентекен статьясем пичетленсе пынӑ. 1965 ҫулта КПСС Центральнӑй Комитечӗпе СССР Министрсен Совечӗ сахӑр кӑшманӗ, хуратул, вир, тулӑпа ыраш туса илессине ӳстерес тӗллевпе хавхалантарасси ҫинчен  ятарлӑ постановлени йышӑннӑ.

1966 ҫулта КПСС Центральнӑй Комитечӗн Пленумӗ «Яланах пысӑк тухӑҫлӑ тӗш тырӑ тата ытти ял хуҫалӑх культурисем туса илме ҫӗрсене мелиорацилес ӗҫе анлӑн аталантарасси ҫинчен» постановлени йышӑннӑ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *