Вторник, 13 октября

Журналист, сӑвӑҫӑ, драматург…

Журналист, сӑвӑҫӑ, драматург…

Пӗрле ӗҫленӗ ҫулсенче Алексей Иванович Зайцев ача чухне кӗнекесем вулама юратнине, уйрӑмах чӑваш литератури кӑмӑлне кайнине каласа паратчӗ. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах сӑвӑсем те ҫырма тӑрӑшнӑ. Сӑвӑсем тенӗрен, вӗсене кирек ӑҫта пулсан та шӑрҫаланӑ. Шкул пӗтерсен вӑл Улатӑрти вӑрман техникумне вӗренме кӗрет. Ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтерсен Красноярск крайӗнчи пӗр вӑрманпромхоза направленипе ӗҫлеме яраҫҫӗ. Ҫарта службӑра пулса таврӑннӑ хыҫҫӑн А.Зайцев малаллахи пурнӑҫне творчествӑпа ҫыхӑнтарма шутлать. Ҫакӑ  ӑна журналистикӑна илсе ҫитернӗ. Шӑмӑршӑ районӗн хаҫатӗнче пӗр вӑхӑт тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн вӑл 1967 ҫулта «Октябрь ялавӗ» хаҫата куҫать.

Ҫапла вара Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнчен  куллен  Комсомольскине ӗҫе ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл редакцире тӑрӑшнӑ ҫулсенче кунта вӑйлӑ коллектив пулнине каласа паратчӗ. Кайран чӑваш халӑх писателӗ ята илме тивӗҫнӗ Лаврентий Таллеров редактор пулнӑ. Чӑваш литературинче паллӑ йӗр хӑварнӑ Денис Гордеев, Виталий Шемекеев, Петр Печников (Петӗр Эревет поэтӑн пурнӑҫӗ ир татӑлнӑ) тӑрӑшнӑ. Вӗсем пурте чӑн-чӑн творчество ҫыннисем пулнӑ. Алексей Иванович вӑл ҫулсене нумай аса илетчӗ. Пурте пысӑк хавхаланупа тӑрӑшнӑ. Ӑмӑртмалла тенӗ пек сӑвӑсем хайланӑ, калавсем ҫырнӑ. 1970 ҫулсенчи хаҫатсене пӑхсан унта А.Зайцев сӑввисем час-часах курӑнаҫҫӗ. 1976 ҫулта вӑл хӑй пурӑнакан тӑрӑхри ял советне ертсе пыма пуҫлать. Унта тӑрӑшнӑ вӑхӑтра та вӑл, ӗҫ нумай пулсан та, творчествӑран аякра тӑман. Хӑйсен тӑрӑхӗ пирки материалсем пуҫтарнӑ.  1990 ҫулта вара каллех «Октябрь ялавӗ» хаҫата таврӑнать.

Эпӗ ӗҫлеме пуҫланӑ ҫул  Алексей Иванович ял хуҫалӑх пайӗн заведующийӗччӗ. Вӑл вӑхӑтра хаҫатра тата обществӑпа политика, ҫырусен пайӗсем  пурччӗ. Вӗсенче заведующипе пӗрле тепӗр корреспондент шутланса тӑнӑ. Редакци штатне радиоорганизатор та кӗнӗ. Хаҫат эрнере 3 хут, ытлари кун, кӗҫнерни кун, шӑмат кун тухса тӑратчӗ. Тираж 4 пинрен те иртнӗччӗ. Кун сиктерсе тенӗ пек хаҫат пичетленнипе корреспондентсем тӑтӑшах ҫула тухса материалсем хатӗрлетчӗҫ.  Обществӑлла корреспондентсенчен те, юнкорсенчен те ҫырусем нумай килетчӗҫ.

Алексей Иванович ял хуҫалӑхне аван пӗлетчӗ те мана, ҫамрӑк журналиста, чылай сӗнӳсем паратчӗ. Хӑй тишкерӳллӗ статьясем, специалистсен материалӗсене хатӗрлетчӗ. Вӑл ҫулсенче СССР саланса кайнӑ хыҫҫӑн ҫӗршывра лару-тӑру кӑткӑсчӗ. Пирӗн районти колхозсемпе предприятисем те йывӑрлӑха лекрӗҫ.

Ҫӗнӗлӗхсем нумайччӗ. Айӑпсӑр айӑпланнӑ ҫынсен ырӑ ячӗсене тавӑрас енӗпе те ӗҫсем пуҫланчӗҫ. А.Зайцев вӗсем пирки те чылай статья хатӗрлерӗ. Хӑй те сӑвӑсем ҫырнӑ май хаҫатри «Кӗтне» литература страницине йӗркелесе пычӗ, районти творчествӑна юратакансене хавхалантарса тӑчӗ.  Алексей Иванович виҫӗ ҫул хаҫат коллективне те ертсе пычӗ. Журналистика жанрӗсемпе ҫеҫ мар, литературӑра та ҫине тӑрса ӗҫлерӗ. Вӑл ҫырнӑ сӑвӑсем тӑрӑх хамӑр районти композиторсем юрӑсем те кӗвӗлерӗҫ.  «Кӗтмен туй», «Синкерлӗ кун», «Каҫа юлнӑ куккук» тата ытти повеҫсемпе калавсем ҫырчӗ. «Чемпион» ятлӑ кӗнеке те кӑларнӑ вӑл. Драматургипе те ӗҫлеме пуҫларӗ. «Манӑн хӗрлӗ мӑкӑнӗм», «Ҫын сӑмахӗ» тата ытти пьесӑсем ҫырчӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрне Шупашкарта Ҫамрӑксен театрӗ сцена ҫине те кӑларнӑ.

Чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекенскерӗн хайлавӗсем сӑнарлӑ, илемлӗ пулса тухаҫҫӗ. Сӑввисенче вӑл ҫын халиччен асӑрхаманнине, курманнине кӑтартса пама тӑрӑшатчӗ. Сӑвӑсене рифмӑлас шутпа мар, вулакана шухӑша ярас туртӑмпа ҫыратчӗ.

Тивӗҫлӗ канӑва кайсан та Алексей Ивановичӑн калемӗ тутӑхса выртмарӗ. Вӑл ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ сӑвӑсем ҫырать, калавсемпе повеҫсем калӑплать, пьесӑсем хайлать. 86 ҫула ҫитсе пыракан ветеран-журналиста хаҫат 95 ҫул тултарнӑ ятпа саламласа пурнӑҫӗнче те, творчествӑра та ӑнӑҫу сунатпӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *