Ҫак каларӑшӑн пӗлтерӗшне, паллах, кашниех пӗлет. Ҫын хӑй ҫуралса ӳснӗ вырӑнта пурӑнни, ӗҫлени, усӑ кӳме пултарни — чи ырри. Ҫапах тӑван еншӗн мӗнле усӑллӑ пулма пулать-ха? Ҫакӑн ҫинчен эпир Раҫҫейри ашшӗсен Союзӗн президиумӗн членӗпе, Олег Волков профессорпа калаҫрӑмӑр.
— Юлашки ҫулсенче ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ хуласенче хӑйсен вырӑнне тупма тӑрӑшать. Ҫакна эпир хӑнӑхрӑмӑр та ӗнтӗ. Хӑш-пӗр экспертсем паянхи кун техникӑпа технологисем аталанса пынӑ май ялсенче нумай ҫын кирлӗ те мар тесе шутлаҫҫӗ. Эсир вара пачах урӑхла калатӑр. Мӗншӗн?
— Ӑҫта ҫуралнӑ, унта кирлӗ пулнӑ — ҫак каларӑш кӗҫӗн Тӑван ҫӗршывӑн пӗлтерӗшне, пирӗн ун умӗнчи яваплӑхне ҫирӗплетет. Вӑл пирӗн пӗлӳсемпе ӗҫсем ҫын ӑҫта ҫуралнӑ, ӳссе ҫитӗннӗ, ӑҫта ӑна пӗлеҫҫӗ, хаклаҫҫӗ, ҫавӑнта уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать. Шӑпах ҫак вырӑнта вӑл лайӑх пурнӑҫ шыраса хуласене тухса каймасӑрах хӑйӗн таланчӗсене туллин уҫма пултарать. Кӗҫӗн Тӑван ҫӗршыв вӑл — йӑх вӑйӗн ҫӑлкуҫӗ. Вӑл йӑлана кӗнӗ культурӑна упраса хӑварма та, ҫирӗп, нумай ачаллӑ ҫемье йӗркелеме те пулӑшать.
Ҫавӑнпа та эпир республикӑра «Ӑҫта ҫуралнӑ, унта кирлӗ пулнӑ» пилотлӑ проект ӗҫе кӗртме шутларӑмӑр. Вӑл Чӑваш Енри ял ҫамрӑкӗсем хушшинче предпринимательлӗхе аталантарма пулӑшӗ.
— Ҫак проектӑн пуҫаруҫи кам-ши?
— Проекта Чӑваш Республикин Обществӑлла палати, ЧР Пуҫлӑхӗн ҫамрӑксен политикин Управленийӗ, Ашшӗсен союзӗн тата Пӗрремӗшсен юхӑмӗн регионти уйрӑмӗсем, ҫавӑн пекех Республикӑри бизнес-инкубатор пулӑшса пыраҫҫӗ. Пирӗн программа влаҫ органӗсен пӗтӗм системине ку ӗҫе явӑҫтарасшӑн. Вӑл ӑнӑҫлӑ пулни регион тата муниципалитет шайӗнчи влаҫ органӗсемшӗн, республикӑри педагогсен тата ашшӗ-амӑшӗсен общественноҫӗшӗн кирлӗ.
Ҫак проекта пурнӑҫа кӗртни ҫамрӑксене ялта тӗпленсе пурӑнма, Чӑваш Енри муниципалитетсенче предпринимательлӗхӗн ҫӗнӗ субъекчӗсен шутне ӳстерме пулӑшӗ. Эпӗ ҫирӗплетсех калатӑп% ял ҫамрӑкӗсем — ахаль «потенциал» ҫеҫ мар, регионӑн пуласлӑхӗ.
— Анчах та статистика тӑрӑх республикӑри бизнесӑн 90 проценчӗ хуласенче вырнаҫнӑ. Ҫакӑн пек лару-тӑрура ял ҫамрӑкӗсене мӗнле-ха предпринимательлӗхе явӑҫтармалла;
— 90 процент вӑл статистика ҫеҫ мар, ку вӑл — усӑ курман майсем. Ҫакӑ ҫамрӑксем перспектива курманнипе, ялти ҫемьесем пулӑшӑва туйманнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн ялти ҫамрӑк ҫынсем шкул саккинченех эпир вӗсемшӗн тӑрӑшнине туйччӑр тесе условисем тумалла.
— Чи малтанах эсир мӗнрен пуҫласшӑн?
— Пирӗн ӗҫӗн алгоритмӗ ансат: малтан пур муниципалитетсенчи ялти шкулсенче аслӑ классенче вӗренекенсемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе тӗлпулусем ирттеретпӗр. Ҫавӑн пекех вузсемпе вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен ертӳлӗхӗпе тата педагогӗсемпе, ялтан тухнӑ студентсемпе «Лоцман-PRO» тата «Лоцман-PRO Бизнес» практика семинарӗсем йӗркелӗпӗр. Унта хӑйсен ӗҫне пуҫарса ярасси тавра калаҫӑпӑр.
— Ҫак семинарсен программисем ҫинчен тӗплӗнрех каласа парсамӑр?
— Тӗрӗссипе каласан, вӗсем пире предприниматель пулма пултаракансене суйлама пулӑшӗҫ. Чи малтанах пурте «Лоцман-PRO» тестировани витӗр тухӗҫ. Унта ҫамрӑксем хӑйсен интересӗсене 12 енпе хакласа пулас профессире вӗсемшӗн мӗн пӗлтерӗшлине палӑртаҫҫӗ. «Лоцман-PRO Бизнес» тестировани ҫамрӑк ҫыннӑн вӑйлӑ енӗсене палӑртма пулӑшать, вӗренӳре, харпӑр хӑйӗн тата професси аталанӑвӗнче кирлӗ сӗнӳсем парать.
Малалла вара округри тухӑҫлӑ ӗҫлекен темиҫе предприниматель хӑйсен бизнесне мӗнле йӗркелесе яни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Унтан спикер ятарлӑ презентаци кӑтартать. Вӑл кӑсӑксӑр «отчет» докуменчӗ ҫеҫ ан пултӑр тесе эпир ӑна 3—4 паллӑ экспертӑн кӗскен тухса калаҫнисенчен йӗркелесшӗн.
— Ҫакӑн пек туни ҫамрӑксене хӑйсен ӗҫне уҫма хистессе ҫирӗплетсех калама пултаратӑр-и?
— Паллах, ҫук. Эпӗ халь каласа пани бизнеса пуҫарса ярассинчи утӑмсене кӗскен палӑртни ҫеҫ. Вак бизнесра хӑйсене тӗрӗслесе пӑхас текен ҫамрӑксем валли «Свое дело» ятарлӑ курс тӑрӑх кӗске вӑхӑтлӑх вӗренӳ йӗркелӗпӗр. Унтан вӗсем хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен е уйрӑм предприниматель пек регистрациленсе хӑйсен ӗҫне уҫма пултарӗҫ. Эпир асӑрхаса тӑракан ҫамрӑксем, паллах, йӑнӑшсем те тӑвӗҫ, опытлӑ наставниксен тӗллевӗ вара — ҫакӑн пек самантсем сахалрах пулччӑр тата ҫӑмӑллӑнрах иртчӗр тесе пулӑшса пырасси.
— Эсир, республикӑра ашшӗсен юхӑмне йӗркелесе янӑ ҫынсенчен пӗри пулнӑ май, ялти ӑнӑҫлӑ бизнесӑн никӗсӗ ашшӗлӗх культури анлӑ аталаннинче, ҫирӗп ҫемьере тесе калатӑр. Ашшӗсем тата «Ӑҫта ҫуралнӑ, унта кирлӗ пулнӑ» проект пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшӗҫ?
— Ман шутпа, ашшӗсем ҫемьен тата обществӑн пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнни каламасӑрах паллӑ% вӗсем стабильлӗхе тивӗҫтереҫҫӗ, ачисене хӳтӗлеҫҫӗ, воспитани параҫҫӗ, вӗсене хӑрушсӑрлӑх туйӑмӗ парнелеҫҫӗ. Ашшӗсем пӗтӗм ҫемйине хӑтлӑх параҫҫӗ, ачисен характерӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине витӗм кӳреҫҫӗ.
Ҫавӑнпа та ялти бизнес та чылай чухне ашшӗсем ҫинче тытӑнса тӑрать тесе шутлатӑп. Пирӗн вӗсене пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшмалла. Чи малтанах эпир ашшӗсем карьерӑпа ҫемьене ӑнӑҫлӑн ҫыхӑнтарма пултарччӑр тесе ялсенче бизнес инкубаторӗсем тӑвӑпӑр. Ҫакӑ пире ялти предпринимательсене укҫа-тенкӗпе пулӑшма та май парӗ.
Ашшӗсем шанчӑка ҫухатманни, хӑйсен ачисенче ялӑн экономикине аталантармалли тата ӳстерсе пымалли ҫӑлкуҫ курни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Килте стенасем ҫеҫ мар, ҫемье те яланах пулӑшса пырать.
Пӗтӗмлетсе ҫакна каласшӑн: пирӗн проект республикӑра предпринимательсен шутне ҫулсерен 10—15 процент ӳстерме пулӑшӗ.
Николай ГАЛКИН калаҫнӑ.

