Комсомольскинчи ҫӗнӗ шкул ҫурчӗ кунран-кун ҫӗкленсех,
илемленсех пырать. Шкул ҫурчӗ ҫӗкленсех пырать
Комсомольскинчи ҫӗнӗ шкул ҫурчӗ кунран-кун ҫӗкленсех,
илемленсех пырать. Ҫак кунсенче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ
Николай Раськин унта ҫитсе ӗҫсем мӗнле пынипе ҫывӑхрах
паллашнӑ.
Хальхи вӑхӑтра обӳектра виҫҫӗмӗш хута хӑпартаҫҫӗ, ҫурт тӑр-
рине тӑвас енӗпе те ӗҫсем пуҫланнӑ. Путвалта ӑшӑтмалли пӑрӑх-
сене вырнаҫтараҫҫӗ, вентиляци ӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Пӗрремӗш
хутра вара чуречесене вырнаҫтарса лартаҫҫӗ. Николай Никандро-
вич инженери коммуникацийӗсем ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ. Шӑ-
пах вӗсем тултан курӑнмаҫҫӗ, анчах та вӗсемсӗр шкул йӗркеллӗн
ӗҫлеймӗ.
«Стройкӑна утӑм хыҫҫӑн утӑм сӑнанӑ чухне паянхи технологи-
сем мӗн тери мала ярса пуснине ӑнланатӑн. Кунта йӑлтах, кашни
вак-тӗвек таранах шутласа хунӑ- кашни тытӑм — пысӑк механиз-
мӑн пӗр пайӗ. Ӗҫсем срокпа килӗш\ллӗн пыраҫҫӗ. Округшӑн ҫав
тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫак объект хатӗр пуласса чӑтӑмсӑррӑн кӗ
тетпӗр», — уҫнӑ шухӑшне Н.Н.Раськин.
Хыпарсене Наталья КАЛАШНИКОВА хатӗрленӗ.

