Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан хисеплӗ ҫынсенчен
пӗри — Валентина Михайловна Акчурина ҫак кунсенче 90
ҫулхи юбилейне уявланӑ. Юбиляра Чӗчкен территори уйрӑмӗн началь-
никӗ Рева Жукова, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн
директорӗ Сергей Лукиянов тата ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» ансамбль ӑшшӑн саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх сунса асӑнмалӑх парнесем
панӑ. Паянхи кун 90 ҫул тултаракансен ачалӑхӗ йывӑр вӑхӑтсене лекнӗ. Апла пулин те Валентина яланах малалла талпӑннӑ, шкула ӑнӑҫлӑн
пӗтерсе Шупашкарти И.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтне физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ. Алла диплом илсен шӑпи ӑна
пирӗн тӑрӑха илсе ҫитернӗ. Валентина Михайловна +ӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче ачасене математика предметне вӗрентме тытӑннӑ. +акӑнтах вӑл
хӑйӗн юратӑвне тӗл пулнӑ, Василий Акчуринпа ҫемье чӑмӑртаса Аслӑ Чурачӑк
ялне пурӑнма куҫнӑ. Унта вӑл ялти шкулта физика тата математика предмечӗсене нумай ҫул вӗрентнӗ. Сӑмах май каласан, унӑн мӑшӑрӗ Василий Титович та пурнӑҫне педагогикӑпа ҫыхӑнтарнӑ, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн директорӗнче ырми-канми тӑрӑшнӑ.
Пултаруллӑ педагог хӑйӗн предмечӗсемпе интереслентерме пӗлнисӗр пуҫне ҫитӗнекен ӑрӑва яланах ӑшӑлӑх парнеленӗ, хӑйсене шанма вӗрентнӗ, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарнӑ. Пурнӑҫне шкулпа ҫыхӑнтарнисем яланах вӗрентекен пулса юлаҫҫӗ, теҫҫӗ. Валентина Михайловна ҫакна хӑйӗн пурнӑҫӗ
пе кӑтартса панӑ. Вӑл вӗрентнӗ ачасенчен чылайӑшӗ пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пултарнӑ, хисеплӗ ҫынсем, чӑн-чӑн профессионалсем пулса тӑнӑ.
Вӗсем хушшинче пурнӑҫне учитель профессийӗпе ҫыхӑнтарнисем те нумайӑн. Тивӗҫлӗ канури педагог халӗ те хӑй вӗрентнӗ кашни ачана, шкулти интереслӗ самантсене ас туса тӑрать.

