Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Физкультурӑпа спорт
министрӗпе Василий Петровпа тӗл пулнӑ. Отрасль стратегий-
ӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе малашнехи тӗллевсене сӳтсе явнӑ. Кӑ-
тартусем савӑнтараҫҫӗ — малалла каймалли ҫирӗп никӗс пур,
тесе палӑртнӑ Олег Алексеевич.
«Эпир пысӑк шайри ӑмӑртусене йышӑнма хатӗр калӑпӑшлӑ
спорт обӳекчӗсем тӑватпӑр. Виҫӗ мегапроекта хута яратпӑр. Вӗсем
тӗрлӗ спорт енӗсен центрӗсем пулса тӑмалла. Ҫакӑ туризмпа об-
ществӑлла апатланӑва пӗрлештерекен инвестицисене явӑҫтарма
май парӗ.
Отрасле цифрӑлатас енӗпе эпир ҫӗршывра малтисен йышӗ
нче. 2026 ҫулта патшалӑх пулӑшӑвӗ урлӑ сервиссене анлӑлатма
палӑртатпӑр, ачасене секцисене ҫырӑнтарма ансатрах пулӗ.
«Земский тренер» проекта хута яни округсенчи специалистсе-
не илӗртсе ялта спортпа туслашас текенсен йышне ӳстерме май
парӗ. Ачасене спорт секцийӗсене ҫитме меллӗ пултӑр тесен шкул
автобусӗсене секцисен расписанийӗсене шута илсе йӗркелемелле
тесе шутлатӑп. Республикӑри шкулсенче «Ҫӑмӑл атлетика — шку-
ла», «Биатлон — шкула», «Йӗлтӗрпе чупасси — шкула» проектсене
хута яратпӑр», — палӑртнӑ Олег Николаев.

