Вторник, 13 октября

Константиновсен ҫемье династине тӑсать

Константиновсен ҫемье династине тӑсать

Ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ, нихӑҫан та ӳркенсе тӑман ҫынсем халӑх хушшинче яланах хисепре. Шӑпах вӗсем ҫинче ял тытӑнса тӑрать те. «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗнче вӑй хуракан Александр Константинов ырми-канми, пархатарлӑ  ӗҫӗпе хисепе тивӗҫнӗ. Вӑл нумай ҫул трактористра, комбайнерта тӑрӑшать, хӑйӗн ӗҫне яланах кирлӗ пек пурнӑҫласа пырса  вырӑнти хуҫалӑх аталанӑвне пысӑк    тӳпе хывать. 

Александр Чӑваш Элпуҫ ялӗнче 1977 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ Алексей Матвеевичпа Любовь Анатольевна пӗрремӗш ывӑл ҫуралнӑ ятпа питӗ савӑннӑ,  тивӗҫлӗ воспитани пама тӑрӑшнӑ. Ывӑл ытларах ашшӗ ҫумӗнче ӳсни вӑрттӑнлӑх мар. Александр та, унӑн шӑллӗ Юрий те мӗн пӗчӗкрен ашшӗ ӗҫленине сӑнама юратнӑ, ӑна май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнӑ. Шӑпах Алексей Матвеевич ывӑлӗсене ача чухнех техникӑна юратма вӗрентнӗ, ҫӗмӗрӗлсен юсама хӑнӑхтарнӑ.

Техника чуна ҫывӑх пулнине кура Александр Константинов мӗнле професси суйласа илесси ҫинчен нумай пуҫ ватман, шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Кӳкеҫри профессипе техника училищинче вӗренсе водитель-тракторист профессине алла илнӗ. 1995 ҫулта ҫамрӑк каччӑ ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне пурнӑҫласа салтак атти тӑхӑннӑ. Икӗ ҫул Забайкалье округӗнчи Сретенскри погранотрядра Раҫҫей чиккине хӳтӗленӗ. Салтакран таврӑнсан тӑван колхоза ӗҫе кӗнӗ. Александр Алексеевич паян кунчченех «Дружба» колхозра ырми-канми тӑрӑшать, унӑн ӗҫ стажӗ 30 ҫула яхӑн. «Манӑн атте те, асатте Матвей Константинович та ялти сумлӑ та хисеплӗ комбайнерсем пулнӑ. Халӗ эпӗ ҫемье династине тӑсатӑп. Ӗҫӗ ҫӑмӑл мар, паллах. Ҫапах эпӗ йывӑрлӑхсенчен хӑрамастӑп. Юратнӑ ӗҫре кун иртни те сисӗнмест», —  уҫать шухӑшне А.Константинов. Тӑрӑшуллӑскер, хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗн пурнӑҫласа пынишӗн нумай Хисеп грамотине тивӗҫнӗ, 2002 ҫулта Чӑваш Республикин Президенчӗн стипендине те илсе тӑнӑ. Сӑмах май каласан, унӑн шӑллӗ Юрий те  пӗр хушӑ ашшӗпе пӗрле комбайнер пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ.

Александр ӗҫӗнче — яваплӑха туйса вӑй хуракан тракторист, комбайнер, килтисемшӗн вара — савнӑ мӑшӑр, юратнӑ атте. Кил вучахӗн управҫи Алина Васильевна Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентет. Константиновсем 3 хӗре кун ҫути парнеленӗ. Ангелина И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче шӑл тухтӑрне вӗренет. Анжела «банк ӗҫӗ» специальноҫпа вӗренсе алла диплом илнӗ, ВТБ банкра вӑй хурать. Кӗҫӗнни Карина шкулта 8-мӗш класра пӗлӳ илет. Ашшӗпе амӑшӗ — хӗрӗсене ырӑ тӗслӗх кӑтартакансем. Вӗсем ӗҫе юратни, тивӗҫӗсене яваплӑха туйса пурнӑҫлани вӗсене те пурнӑҫра хӑйсен вырӑнӗсене тупма хавхалантарать.

Наталья Медведева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *