Вторник, 13 октября

Хастар волонтера – пысӑк Тав

Хастар волонтера – пысӑк Тав

Октябрӗн 28-мӗшӗ Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ строительсене аса илмелли кун шутланать. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн Указӗпе ҫирӗплетнӗскере кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут паллӑ тунӑ.

Ҫак кун Шупашкарта хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫынсен паттӑрлӑхне асра тытса ятарлӑ мероприяти йӗркеленӗ. Унта паянхи паттӑрсене те — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, вӗсене куллен пулӑшу кӳрекен волонтерсене йыхравланӑ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, пирӗн округра та СВОри ентешсене пулӑшас енӗпе активлӑн ӗҫлеҫҫӗ. Кашни ялта тенӗ пекех культура ҫурчӗсенче, шкулсенче маскировка тетелӗсем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ, час-часах гуманитари пулӑшӑвӗсем ӑсатаҫҫӗ. Ку енӗпе пысӑк активлӑх кӑтартакан волонтерсене мероприятире Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе наградӑланӑ. Ҫак чыса тивӗҫнисем хушшинче «Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн шанчӑклӑ тылӗ» ушкӑн ертӳҫи, округри чи хастар волонтерсенчен пӗри —  Владимир Воронов.

Владимир Владимирович ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах ҫапӑҫу хирӗнчи ентешсене пулӑшса пырать, ял халӑхне те ҫак ӗҫе явӑҫтарать. Вӑл тӑрӑшнипе, йӗркелесе пынипе вун-вун тонна гуманитари пулӑшӑвӗ салтаксем патне ҫитнӗ, ял ҫыннисем ҫӗр-ҫӗр маскировка сетки ӑсталанӑ. Владимир Воронов пек ҫӗнтерӳшӗн чунтан тӑрӑшакан ҫынсем пуррине кура ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем вӗсем йывӑрлӑхсем умӗнче пӗччен маррине, тӑван тӑрӑхра вӗсене кӗтнине, яланах пулӑшма хатӗр пулнине пӗлсе тӑраҫҫӗ.

Активлӑ волонтера наградӑна тивӗҫнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатпӑр. Унран тӗслӗх илсе пурте хастарлӑх кӑтартсан ҫӗнтерӳ кунне тата та ҫывӑхлатма май килессе шансах тӑратпӑр.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *