Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата фермер хуҫалӑхӗсенче хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ вӗҫленчӗ. Уй-хирсенче ӗҫ шавӗ ҫук, тыр-пула пӗтӗмпех пуҫтарса кӗртнӗ, пӳлмесем тулли, выльӑх-чӗрлӗх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрленӗ. Пӗтӗмлетӳ тума вӑхӑт. Шӑпах ыран, ноябрӗн 1-мӗшӗнче, округра ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене чыслаҫҫӗ. Эпир вара уяв умӗн «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнче пулса куртӑмӑр, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансемпе тӗл пултӑмӑр.
Выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен ӗҫ кунӗ ир-ирех пуҫланать. Вӗсем пуринчен малтан тӑраҫҫӗ, килти ӗҫсене пурнӑҫласа ӗҫе ҫитеҫҫӗ. «Рассвет» ЯХПК-ра тӑрӑшакансем ӗҫе вӑхӑтра ҫитсе выльӑх-чӗрлӗхе апатлантарма, ӗнесене сума, пӑрусене пӑхма васкаҫҫӗ. Кунта тумаллине кая хӑварма юрамасть, ҫакна пурте лайӑх пӗлсе тӑрӑшаҫҫӗ те. Эпир пынӑ вӑхӑтра выльӑх-чӗрлӗх ферминче пурте тӑрӑшса ӗҫлетчӗҫ: кам ӗнесене сӑвать, теприсем выльӑх-чӗрлӗхе апатлантараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем витесене тирпейлеҫҫӗ. Пурте палӑртнӑ ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта ӗҫ кал-кал пыни, пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлени тӳрех сисӗнет.
Ольга Кузьмина ферма заведующийӗ каласа панӑ тӑрӑх, кунти ӗҫченсем пурте пуян опытлӑ ӗнтӗ. Пурте 10 ҫултан кая мар тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Ирина Краснова, Татьяна Прокопьева ӗне сӑвакансем хуҫалӑхра 15 ҫула яхӑн ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем кунсерен 200 ытла пуҫ ӗне сӑваҫҫӗ. Владимир Степанов оператор, Владимир Попов выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан пурнӑҫламалли ӗҫе яланах вӑхӑтра тӑваҫҫӗ.
Петр Зверев хуҫалӑхри выльӑх-чӗрлӗх отраслӗшӗн яваплӑ ҫын. Вӑл — зоотехник. Петр Васильевич «Рассвет» хуҫалӑхра 16 ҫул тӑрӑшать. Ҫак вӑхӑтра вӑл опытне ӳстерес тесе нумай хуҫалӑхра пулса курнӑ, семинарсене, ӑмӑртусене те сахал мар хутшӑнса округ, республика шайӗнче чи лайӑх ӗҫчен ята пӗрре кӑна мар ҫӗнсе илнӗ.
Сергей Пыркин, Владимир Коноплев трактористсем кашни кунах руль умне лараҫҫӗ. Вӗсем выльӑх-чӗрлӗхе апат илсе килсе параҫҫӗ, тислӗк турттараҫҫӗ, хуҫалӑхри ытти ӗҫсене те пурнӑҫлаҫҫӗ. Людмила Махминова, Татьяна Иванова пӑрусен витинче, Вера Курицына ӗнесене пӑрулаттаракан уйрӑмра тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласассӑн, ӗҫ кал-кал пырать. Пӗрлӗхре — вӑй тесе ахальтен каламан. Хуҫалӑхра ӗҫлекенсене малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме сунатпӑр, сирӗн вӑй-халӑр кунран–кун хушӑнса пытӑр, кӑтартусем савнӑтарччӑр.
Алевтина Ефремова.

