Вторник, 13 октября

Пӗрле – пӗр тӗллев патне

Пӗрле – пӗр тӗллев патне

Ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫре ватти те, ҫамрӑкки те пӗр шухӑшлӑ пулса тӑрӑшни кирлӗ. Пурте пӗрле кар тӑрсан пире нимӗнле тӑшман та ҫӗнтереймӗ.

Ҫак шухӑша тӗпе хурса ҫывхарса килекен Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн, октябрӗн 29-мӗшӗнче, Комсомольскинчи аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрне ҫӳрекенсем тата «Единая Россия» партин «Молодая гвардия» ушкӑнӗн активисчӗсем пӗрле пуҫтарӑнса СВОри ентешсене пулӑшас енӗпе пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ. Тивӗҫлӗ канурисемпе ҫамрӑксем маскировка тетелӗсем тата дронран хӳтӗлекен утиялсем хатӗрленӗ.

Мероприяти пурин те пӗр тӗллев пур чухне ӳсӗмри уйрӑмлӑхсем витӗм кӳменнине кӑтартса панӑ. Пӗрле килӗштерсе тусан темле ӗҫ те ӑнать. Пӗрлӗхре —  вӑй тесе ахальтен каламаҫҫӗ.

Надежда Юманова.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *