Вторник, 13 октября

Ҫӗнӗ тракторсемпе тивӗҫтернӗ

Ҫӗнӗ тракторсемпе тивӗҫтернӗ

Иртнӗ эрнере Чӑваш Енри хуласемпе муниципаллӑ округсен хуҫалӑхӗсем ҫӗнӗ коммуналлӑ техникӑпа пуянланнӑ. Техника паркне ҫӗнетни хуласемпе ялсенчи тасалӑхпа йӗркене лайӑхрах тивӗҫтерме пулӑшас тӗллевлӗ.

23 техника хатӗрне «Тракторные заводы» Концернран пурӗ 92 миллион тенкӗпе туяннӑ. Кашни округах ҫӗнӗ «Агромаш 90ТК» трактора тивӗҫнӗ. Унпа ҫул-йӗр строительствинче тата коммуналлӑ сферӑра, ял хуҫалӑхӗнче анлӑн усӑ курма пулать. «2021 ҫулта эпир СПИК 2.0 ятарлӑ инвестконтракт тӑрӑх пӗчӗк тата вӑтам хӑватлӑ тракторсене туса кӑларас енӗпе килӗшӳ ҫырнӑччӗ. Халӗ ӑна пурнӑҫланине ӗҫпе ҫирӗплетрӗмӗр. Санкцисем хӗстернине пӑхмасӑр эпир пур чӑрмавсене те ҫӗнтертӗмӗр, ЖКХ тытӑмӗнче, агросекторта тата ытти енсенче шанчӑклӑн ӗҫлекен машинӑсем кӑларассине ҫӗнӗрен хута ятӑмӑр. Ҫакӑн пек тракторсене 10 ҫул кӑларман пулнӑ, вӗсене ҫӗнӗрен производствӑна яни Раҫҫейри машина тӑвакан отраслӗн технологи суверенитетне курӑмлӑ тӳпе хывни пулса тӑрать», —  палӑртнӑ ЧР  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ытти ҫӗрти пекех пирӗн муниципаллӑ округӑн техника паркӗ те «Агромаш 90ТК» тракторпа пуянланнӑ. Ҫакӑ пирӗншӗн халӗ, хӗле кӗрес умӗн, уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен хӗллехи вӑхӑтра юр тӑтӑшах ҫуса тӑнине кура коммуналлӑ службӑсен тата та вӑйлӑрах ӗҫлеме тивет. «ЧР Пуҫлӑхне Олег Николаева муниципалитетсене тата регионти промышленноҫа яланах пулӑшса пынӑшӑн, «Тракторные заводы» Концерна технологи суверенитетне аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн, паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен техника туса кӑларнӑшӑн чӗререн тав  тӑватӑп», — пытарман савӑнӑҫне округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин.

Шансах тӑратпӑр, ҫӗнӗ техника округри урамсене тирпейлесе тӑрассинче, ҫулсене лайӑхлатассинче, ялти пурнӑҫа хӑтлӑлатассинче пысӑк пулӑшу кӳрӗ.

Хамӑр инф.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *