Вторник, 13 октября

Библиотекарь — ӗмӗрхи професси

Унпа килӗшӳллӗн округри вӗренӳ учрежденийӗсенчи библиотекарьсем октябрь уйӑхӗнче тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ: литература уявӗсем, библиотека урокӗсем, вулав конференцийӗсем, уҫӑ вулавсем, ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем тата конкурссем. Вӗренекенсем пулӑшнипе вӗсем кӗнеке выставкисем хатӗрлеҫҫӗ, библиотекарь профессине, кӗнекене, ҫыравҫӑсен юбилейлӑ датисене халалланӑ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.

Округри шкулсен вулавӑшӗсенче 16 библиотекарь тӑрӑшать. Вӗсенчен чи пысӑк ӗҫ стажӗллисем — М.Н.Шишкина, О.А.Кириллова, Н.Ю.Константинова, И.Н.Кокшина, Н.К.Кашина. Вӗсем хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ, вулакансене яланах ӑшшӑн кӗтсе илсе кирлӗ кӗнекене тупма пулӑшаҫҫӗ. Шкул библиотекарӗсен округ, республика тата Раҫҫей шайӗнчи конкурссемшӗн, библиотека акцийӗсемшӗн тивӗҫнӗ Дипломсемпе Тав хучӗсем питӗ нумай.

Библиотека ӗҫӗн ветеранӗсене те асӑнса хӑварас килет. 30—40 ҫул ытла вӗренӳ сферинче тӑрӑшнӑ В.Г.Петровӑна, Р.Н.Свистуновӑна, Л.В.Хораськинана, Ф.Ш.Хайбуллинана, Л.П.Кузьминана, С.П.Максимовӑна, Е.И.Лебедевӑна, М.Ш. Миначевӑна, А.Х.Идиатуллинана, Е.А.Терентьевӑна, Г.Ф.Медведевӑна, И.Н.Алексеевӑна ӗҫтешӗсем яланах ырӑ сӑмахпа, хисеппе аса илеҫҫӗ. Ҫак ҫынсем туса хӑварнӑ никӗс паян кун та библиотекӑсен ӗҫӗнче пулӑшса пырать, вӗсен пурнӑҫӗсем ҫинчен кӗнеке те ҫырма пулать. Питӗ яваплӑ, дисциплинӑна пӑхӑнакан, сӑпайлӑ хӗрарӑмсем, ӳркенми ӗҫченсем хӑйсен пурнӑҫне библиотекӑна, кӗнекесен «тинӗсне», вулакансене халалланӑ. Кашни килекен валли вӗсем ырӑ сӑмах, усӑллӑ канаш тупнӑ, нихӑҫан та лайӑх кӗнекесӗр яман.

Альбина Васильевна Дьяконовӑна питӗ ӑшшӑн аса илетпӗр. Вӑл 15 ҫула яхӑн районти шкул библиотекарӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Вырӑс шкул библиотекисен ассоциацийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи пулнӑ, республика конкурсӗсенче мала тухнӑ, Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Чи лайӑх шкул библиотекарӗ   2008» конкурсӑн дипломанчӗ пулнӑ.

Раиса Николаевна Свистунова 1974 ҫултан пуҫласа 2017 ҫулччен Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн библиотекарӗнче ӗҫленӗ, 7 ҫула яхӑн районти шкул библиотекарӗсен методика пӗрлешӗвне ертсе пынӑ. 2008 ҫулта вӑл РФ Вӗрентӳ тата ӑслӑлӑх министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Халӑхсем хушшинчи «Читаем детям о войне» IV  акцине хутшӑннӑшӑн Диплома, ҫутҫанталӑка упрас енӗпе пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑшӑн «Присурский» заповедникӗн Тав хутне илме те тивӗҫ пулнӑ вӑл.

Людмила Васильевна Хораськина 41 ҫул Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче тӑрӑшнӑ. Районти, республика шайӗнчи конкурссене хутшӑннӑ, призерсен шутне кӗнӗ. 2003 ҫулта вӗренӳ учрежденийӗсен библиотекисен республика конкурсӗнче «Ҫӑлкуҫ» номинацире 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Мускавра иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «БиблиОбраз» конкурса та хутшӑннӑ. Ӑна ЧР тата РФ Вӗренӳ министерствисен Хисеп грамотисемпе те чысланӑ.

Библиотекарьсен аслӑ ӑрӑвӗ хурса хӑварнӑ йӑласем паян кун та пурӑнаҫҫӗ, ӗҫре пулӑшса пыраҫҫӗ.

Шкул библиотекарӗсен районти методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пулнӑ май ветерансене тата хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен шкул библиотекарӗсене уяв ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп. Хисеплӗ ӗҫтешсем, яланах паянхи пек хастар та пултаруллӑ, ҫаврӑнӑҫуллӑ та креативлӑ, ырӑ чунлӑ та ӑслӑ пулӑр!

Елена Савельева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *