Октябрӗн 17-мӗшӗнче районти культурӑпа кану ҫуртӗнче пултарулӑх сезонӗ уҫӑлчӗ. Ҫак ятпа уяв концерчӗ иртрӗ. Пухӑннисене пултарулӑх сезонӗ уҫӑлнӑ ятпа вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Евгения Соколова, культура секторӗн заведующийӗ Дария Грибова саламларӗҫ, куракансене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарма сунчӗҫ.
Концерт программи пуян пулчӗ. «Кубняночка» вокал ансамблӗ, Ферит Гибатдинов ячӗллӗ «Мишар» халӑх ансамблӗ юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗҫ. «Островок» ташӑ ушкӑнӗ, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн кадечӗсем куракансене илемлӗ ташӑсем парнелерӗҫ.
Залра тунсӑхласа ларакан пулмарӗ, куракансем кашни юрӑ, ташӑ хыҫҫӑн тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ. Пултарулӑх сезонӗ уҫӑлчӗ пулсассӑн, малашне татах та илемлӗ концертсем курса савӑнӑпӑр.
Алевтина Ефремова.

