Пирӗн округра юрра-ташша ӑста ҫынсем нумайӑн. Ҫитӗннисем ҫеҫ мар, ачасем те мӗн пӗчӗкрен юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе туслашаҫҫӗ, опытлӑ педагогсем ертсе пынипе тӗрлӗ конкурссенче пултарулӑхне кӑтартса мала тухаҫҫӗ.
Октябрӗн 18-мӗшӗнче Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн «Островок» ташӑ ушкӑнӗ тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн 9 «к» класӗн бал ансамблӗ хореографи пултарулӑхӗн «Ташӑ эрешӗсем» IV республика фестиваль-конкурсне хутшӑннӑ. Т.Е.Иванова ертсе пынипе пултарулӑхне аталантаракан ташӑҫӑсем унтан пысӑк ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Шкул ачисен бал ансамблӗ конкурсӑн I степеньлӗ лауреачӗ ята тивӗҫнӗ. «Островок» ташӑ ушкӑнӗ вара тӗрлӗ ташӑсем ташласа мала тухнӑ: «На пригоренке» ташӑпа I степеньлӗ лауреат, Китай ташшипе II степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех «Чи лайӑх балетмейстер ӗҫӗ» номинацире те ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн вӗрентекенне ҫитекен пулман, унӑн ӗҫне I степеньлӗ лауреат дипломне парса хакланӑ. «Кӗтне шевлисем» номерпе вара «Островок» ташӑ ушкӑнӗ фестивалӗн тӗп парнине — Гран-прие тивӗҫнӗ.
«Ачасене ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе чӗререн саламлатӑп. Вӗсен ашшӗ-амӑшне вара яланах пулӑшу пама хатӗр пулнӑшӑн, ачисене юратса вӗсен творчествӑлла пурнӑҫне активлӑн хутшӑннӑшӑн питӗ пысӑк тав», — пытарман савӑнӑҫне ташӑ ушкӑнӗн ертӳҫи Татьяна Иванова.

