Вторник, 13 октября

Паттӑрсен ячӗсене ӗмӗр асра тытар

Паттӑрсен ячӗсене ӗмӗр асра тытар

Кӑҫал Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, республикӑра Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх, округра Совет Союзӗн Геройӗсен ҫулталӑкӗсем тесе палӑртнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра халӑх Аслӑ  Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсемпе ҫыхӑнтарса округра нумай мероприяти пулса иртнӗ. Вӗсене эпир хаҫатра ҫутатсах тӑтӑмӑр.

Ҫак кунсенче хамӑр ентешсем, Совет Союзӗн Геройӗсем —  Тукай Мишер ялӗнче ҫуралнӑ Геннадий Габайдуллович Габайдуллин,    Асанкасси ялӗнче кун ҫути курнӑ Федор Николаевич Чернов паттӑрсен ячӗсемпе асӑну хӑмисем уҫнӑ. Ку паллӑ пулӑмсене асӑнса ирттернӗ митингсенче Тукай Мишерӗнче  Урмаел территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Г.Ямалетдинов, вырӑнти вӑтам шкул директорӗ Н.С.Зарипов, Асанкассинче кунти территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.Н.Карпов, Асанкасси  вӑтам шкулӗн директорӗ А.И. Филиппов сӑмах илнӗ. Ентешсене  ҫуралнӑ ҫӗре, Тӑван ҫӗршыва юратни хаяр ҫапӑҫусенче пысӑк паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартма хавхалантарнине палӑртнӑ.  Вӗсен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытмалли ҫинчен асӑннӑ.

Торжествӑлла мероприятисене округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.Г.Кузьмин, округ администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Е.Н.Соколова хутшӑннӑ. Мемориаллӑ хӑмасем  кунти сывлӑша сывласа ҫитӗнсе вӑй илнӗ, вӑрҫӑ хирӗнче палӑрнӑ паттӑрсем ҫинчен аса илтерсех тӑрасса шаннине пӗлтернӗ. Савӑнӑҫлӑ самантсене ял ҫыннисем, шкул ачисем хутшӑннӑ.

Гелия Гинатуллина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *