Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» музейра ҫамрӑк ӳнерҫӗн Дарья Мунтайкинан «Творческие поиски» выставки ӗҫлеме пуҫланӑ.
Дарья Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Унта ҫӳренӗ чухнех вырӑнти, республикӑри, Раҫҫейри, тӗнче шайӗнчи конкурссене хутшӑннӑ. 2021 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери «Калейдоскоп талантов» конкурсра 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 2022 ҫулта вӑл «Одаренные дети Чувашии» республикӑри ХII форумра 3-мӗш степеньлӗ лауреат ята ҫӗнсе илнӗ, «Молодые дарования России» фестивалӗн «Калейдоскоп талантов» конкурсӗн пӗтӗм Раҫҫейри суйласа илмелли турӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 2023 ҫулта ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен регионсем хушшинчи «Космические дали» конкурсӗнче те палӑрнӑ. Пултаруллӑ хӗрачан ӗҫӗсене тата ытти нумай мероприятисенче лайӑх хак панӑ.
Илемлӗх тӗнчине юратакан ӳнерҫӗ акварельпе те, кӑранташпа та, гуашьпа та ӗҫлет. Унӑн картинисем тӗрлӗ жанрлӑ. Выставкӑра пейзажсемпе те, портретсемпе те, натюрмортсемпе те, сюжетлӑ картинӑсемпе те паллашма пулать. Д.Мунтайкина халӗ ҫамрӑк-ха. Апла пулин те унӑн ӗҫӗсенче чӑн-чӑн сӑрӑҫӑ ӑсталӑхӗ палӑрать. Хӑй мӗн курнине, сӑнанине вӑл ӳкерчӗксене куҫарать. Тӑван тӑрӑх илемлӗхӗ6 ҫынсен сӑнарӗсем унӑн ӗҫӗсенче хӑйнеевӗрлӗхӗпе, илемпе палӑрса тӑраҫҫӗ.
Выставка уҫӑлнӑ ятпа иртнӗ мероприятие округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Е.Н.Соколова, Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн директорӗ Я.Н.Ильин, Н.В.Абдюшева преподаватель, округри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ И.П.Ядрова, Дарья амӑшӗ Ольга Александровна тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пурте хӗрача ӗҫӗсенче ӑсталӑх курӑнса тӑнине палӑртрӗҫ. Малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме, творчествӑра ӳсӗмсем тума ырӑ сунчӗҫ.
Кӑмӑл пуррисене пурне те музея килсе талантлӑ ӳнерҫӗн ӗҫӗсемпе паллашма чӗнетпӗр.
Алена Полякова,
музей заведующийӗ.

