Шкул ҫулне ҫитмен ачасене воспитани панӑ чухне алӑсене пӗчӗкренех аталантарни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫырма вӗреннӗ чухне час-часах пӗчӗккисем йывӑрлӑхсем туяҫҫӗ. Ку вӗсен аллисенчи пӗчӗк мышцӑсем вӑйсӑр пулнипе те ҫыхӑннӑ.
Ачана ҫырма вӗрентесси — кӑткӑс ӗҫ. Аслисен пулӑшӑвӗсӗр кунта май килмест. Ҫырнӑ чухне алӑсем мӗнле куҫнине, хускалнине сӑнаса тӑмалла, вӗрентсе пымалла. Ача алли мӗн пӗчӗкренех аталанни ҫырма вӗреннӗ чухне ҫеҫ мар, унӑн малашнехи пурнӑҫӗнче те питӗ кирлӗ пулать. Ҫавӑнпа та ача шкул ҫулне ҫитиччен кӗтмелле мар, маларах ку тӗлӗшпе тимлемелле. Ҫак енӗпе ачана ӗҫ тетрачӗ пысӑк пулӑшу парать. Вӑл пособире паракан хӑнӑхтарусем ачана пур енчен те аталантарас тӗлӗшпе пӗлте- рӗшлӗ. Вӗсемпе усӑ курса тӑваткалсене тӗл лектерсе ҫырма, ӳкерчӗксене пӑхса йӗрлесе тухма хӑнӑхать, чӗлхи те ҫӗнӗ сӑмахсемпе пуянланса пырать. Енчен те ачаранах хӑнӑхусем тумасан, каярахпа шкула кайсан тӳрех ҫырма вӗренме питӗ йывӑр пулать.
Ачасем те пурте пӗр пек мар. Пӗрисем хут ҫине ҫӑмӑллӑнах саспаллисем евӗр йӗрсем тӑваҫҫӗ, теприсемшӗн ку ӗҫ йывӑрпа килет. Кашниех тӑрӑшать. Кун пек чухне ашшӗ-амӑшӗн хавхалантарӑвӗ (мухтаса илни) те кирлӗ. Ачасен ӗҫӗсене тепӗр чухне куҫ хӳрипе пӑхса хаклани те вӗсен кӑмӑлне уҫать. Ҫавӑнпа та ачасемпе ӗҫлеме вӑхӑт тупмалла.
Тамара ШЕВЕРОВА,
«Рябинушка» ача сачӗн воспитателӗ.

